Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çемье çирĕплĕхĕ – хăтлă кил-çуртра

Çемье çирĕплĕхĕ унăн хăйĕн килĕ-çурчĕ пуррипе çуккинчен чылай килет. Çакна шута илсе Чăваш Енре юлашки çулсенче сахал мар ырă улшăнусем пулчĕç. Республика пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр тăвас енĕпе кÿршĕллĕ хăш-пĕр регионтан маларах та пырать.

Социаллă çурт-йĕр тăвасси çинчен калакан программăпа килĕшÿллĕн тÿлевсĕр е патшалăха тавăрса памалла мар субсидийĕсемпе усă курса чылайăшĕ пурăнмалли условисене лайăхлатать. Районта та ку енĕпе ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи поселокра çурт-йĕр хăпартассипе тĕллевлĕ ĕçлет, кирек мĕнле ĕçе те кĕске вăхăтра, пахалăхлă пурнăçлать.

«Чăн та, пирĕн организацин тĕп ĕçĕ - пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси. Юлашки 15 çул хушшинче çакнашкал чылай объект çавăрнă. Социаллă çурт-йĕр программипе поселокри Порфирьев урамĕнче 28 хваттерлĕ çурт хăпартрăмăр. Халĕ çак çуртран аякрах та мар тепĕр 28 хваттерлĕ çурт хăпартас ĕçе пуçăнтăмăр. Унăн никĕсĕ хатĕр те ĕнтĕ», - терĕ асăннă предприятин генеральнăй директорĕ Н.Зайцев.

Çынсене кил ăшши тупма пулăшнипе пĕрлех строительство организацийĕ халăха кирлĕ ытти учреждение çĕклес-юсас енĕпе те тăрăшать. Хальхи вăхăтра кунти ĕçченсем Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Унсăр пуçне Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта урайне çĕнĕрен улăштараççĕ, ача сачĕн çивиттине витеççĕ. Кÿршĕллĕ Тăвай районĕнче те асăннă предприятинче вăй хуракансем тăрăшаççĕ. Кунта ăста алăллă рабочисем районти ЗАГС пайне хăтлăх кĕртеççĕ.

Хуçалăх расчечĕпе ĕçлекен предприяти хăйне айккинчен пулăшасса пачах кĕтменни, ахăртнех, вăл рынок авăрĕнче çиелте пулма тăрăшнине çирĕплетет. Хальхи саманара «никĕсрен пуçласа уçă таран» ĕçлекен организацисем çав тери йышлă тесе калаймăн. Вăрмар строителĕсене пĕрлештерекен хупă общество тăвакан хваттерсене вара - кĕр те пурăн.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров унчченхи çулсенче ĕçлĕ визитпа Вăрмарта пулнă май, асăннă предприятин ĕçне пысăк хак панăччĕ. Вăл вĕсен ĕçне «Европа шайĕнче» тесе хакланăччĕ. Эппин çак маркăна пирĕн строительсем малашне те çÿллĕ шайра тытасса шанатпăр.



16 июля 2010
00:00
Поделиться