Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул-йĕр тимсĕрлĕхе юратмасть

Районта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ яланах чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă тесен те тĕрĕсех пулĕ, мĕншĕн тесен автомашинăсем тăтăшах çапăнаççĕ, арканаççĕ, аварисенче инкек курнисен шучĕ те сахалах мар.

Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче кăна пирĕн районта 11 авари пулнă. Кунта 1 çын вилнĕ, 20 çын сусăрланнă. Мĕне пула килсе тухаççĕ-ха çак инкексем? Чи малтанах эрех ĕçнине пулах тесе калас килет, унтан вара çул-йĕр правилисене пĕлменни, çул çине лартнă паллăсене пăхăнманни. Темĕн чухлĕ каласан та, асăрхаттарсан та эрех ĕçсе руль умне ларасси чакмасть. ГИБДД сотрудникĕсем кашни çынна автомашина алăкне уçса кĕртсе лартаймаççех ĕнтĕ. Автомашина туяннă пулсан харпăр хăйĕн тимлĕхне ÿстермеллех. Акă пĕр тĕслĕх кăна илсе пăхар: Кĕтеснер çынни Арапуçне автомашинăпа кайма шутланă. Çăмăл автомашина пулсан юлташсем тупăнаççĕ тенĕ пек, хальхинче те çаплах пулнă. Автомашина хуçипе пĕрле тепĕр 3 юлташ пулнă. Вĕсем эрех ĕçнĕ, ĕçсе çитменнине пула вĕсем Арапуçне кайма шут тытнă. Кĕтеснер урамĕпе çил пек вĕçтерсе пырса урамри йывăçа та асăрхаман, пырса çапăннă. Йывăр сусăрланнине пула вĕсенчен пĕри район больницинчи реанимаци уйрăмне лекнĕ, иккĕшĕ - хирурги уйрăмне, телее - теприне нимĕн те пулман. Автомашини вара юрăхсăхра тухнă. Кун пек тĕслĕхсене нумай илсе кăтартма пулать. Çавăнпа та руль умне эрех ĕçсен ларма юраманни пирки тепĕр хут асăрхаттарса калас килет. Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн çул-йĕр правилисенче çĕнĕ улшăнусем вăя кĕрсе пынă май, водительсемпе ГИБДД сотрудникĕсем умне çирĕп требованисем тухса тăраççĕ, çавăнпа та саккун хушнине пурин те пурнăçламалла.



16 июля 2010
00:00
Поделиться