Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçе тивĕçлипе хакланă

Июнĕн 23-25-мĕшĕсенче Шупашкарти «Контур» курав комплексĕнче «Регионсем – пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсен хушшинчи 17-мĕш выставка ĕçленĕ. Куравра тĕрлĕ предприяти, организаци, вĕренÿ заведенийĕ, завод, пĕрлешÿ... – мĕн пурĕ 139 – хăйсем туса кăларакан продукцие кăтартма илсе пынă пулнă. Пире вара хамăр ентешсен çитĕнĕвĕсем кăсăклантарчĕç. Ахальтен те мар: çак куравра кайăк-кĕшĕк туса илессипе хăйсен ĕçĕ-хĕлне хаклама тăратнă предприятисенчен «Вăрмарти ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин ĕçне пысăк хак панă. Н.Петров генеральнăй директор ертсе пыракан ĕç коллективĕ «Кросс-конкурент - 3» бройлер чăххисене, «Шурă сарлака кăкăрлăскер» кăрккасен ăратне тăратнăшăн ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕнчен Н.Суслоновăран Диплом илме тивĕçлĕ пулнă. Хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Г.Алексеева çак награда хуçалăхра ĕçлекенсен ĕçне тепĕр хут тивĕçлипе хаклани тесе шутлать.



16 июля 2010
00:00
Поделиться