Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ĕçпе тивĕçтересси

Вăрмар районĕнчи Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăх учрежденийĕ общество тăнăçлăхĕ ĕçсĕрлĕх ыйтăвне кирлĕ пек татаса панинчен килнине шута илсе нумай енлĕн ĕçлет. Инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси кунта ĕçлекенсемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вĕсене предпринимательство ĕçне уçма, вăл е ку предприятире вăхăтлăх ĕç вырăнĕ туса пама тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿреççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Центра 32 инвалид пынă, вĕсенчен пиллĕкĕшне вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарнă, тăваттăшĕ хăйсен уйрăм ĕçне уçма шутланă. Кăçал, маларах шутланă тăрăх, тата икĕ инвалида вĕсем валли ятарлă хатĕрленĕ тĕп ĕçе вырнаçтарасшăн. Кĕскен каласан, пĕр сусăр çын та Центр пулăшăвĕсĕр юлмĕ.



16 июля 2010
00:00
Поделиться