Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Актуаллă ыйтусем

Ĕнер Вăрмарти тĕп библиотекăра «Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ» Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăвашри уйрăмĕн Граждансене социаллă тата право енчен çутатассипе ĕçлекен центрĕн черетлĕ консультаци занятийĕ иртрĕ. Тĕл пулăва район прокурорĕн заместителĕ Г. Демьянов, Вăрмарти тĕп аптека заведующийĕн заместителĕ Г.Каланова хутшăннă. Граждансем ыйтнипе çак специалистсем «Вăрмар район прокуратурин 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулĕн ĕçĕ», «Эмелсем:çăмăллăхсем, хакĕсем, хăрушсăрлăх» темăсемпе тухса калаçнă. Библиотекăри информаци центрĕн заведующийĕ С.Щербакова «Çынсем тата эмелсем – тăшмансем е юлташсем» темăпа пичетленсе тухнă статьясене тишкернĕ, «Килти адвокат» çĕнĕ журналпа паллаштарнă.



16 июля 2010
00:00
Поделиться