Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шăрăх сиен кÿрет

Кăçал иртнĕ çулсемпе танлаштарсан çанталăк уйрăмах вĕри тăрать. Çавна май вырăнта пурăнакан халăх та шăрăх çанталăкра антăхать. Кун пек лару-тăруран мĕнле хÿтĕленмелле-ши? Хĕртсе тăракан хĕвел пайăрки çын пуçне минретрĕ пулсан мĕн тумалла? Çакă тата ытти хумхантаракан ыйтусем çине Шупашкар хулинчи сывлăх сыхлавĕн управленийĕ хуравлать.

Çын организмĕ вĕриленсе кайни шăрăх çанталăкра чылай вăхăт çÿренипе, сывлăш çитмен кабинетра чылай вăхăт ларнипе, синтетика материалĕнчен çĕлетнĕ кĕпе-тумтирпе çÿренипе, уçă вырăнта чылай вăхăт ĕçленипе çыхăннă.

Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем палăртнă тăрăх, кун пек чухне чĕрене тата юн тымарĕсене уйрăмах кансĕр. Çак чирсемпе нушаланакансем хăйсене çак вăхăтра йывăр туяççĕ. Теприсем вара пуçласа аптраса ÿкеççĕ. Вĕри çанталăкра чĕре таппи хăвăртланать, сывлăш пÿлĕнме тытăнать, утăм вăйсăрланать - канас, ларас килет. Мĕншĕн тетĕр-и; Шăрăх чĕрене хушма витĕм кÿрет. Чĕрепе аптранисене кун пек чух стенокарди аптратма пултарать, ун хыççăн инфаркт çапса антарас хăрушлăх ÿсет.

Тухтăрсем çапла сĕнеççĕ: кăнтăрла 12-16 сехетсенче урама тухма тăхтамалла е сулхăн вырăн шырамалла. Меллĕ тумланмалла. Çара пуçăн çÿремелле мар. Шăрăхра симĕс чей усăллă, эрех-сăра ĕçесси пирки калаçмалли те çук - вĕсем сиенлĕ. Апат пирки те шухăшламалла, çуллă тата аш çимĕçне сивлемелле, пахча-çимĕç тата улма-çырла сĕтел çинчен ан татăлтăр. Енчен те шăрăхра çын аптраса ÿксен ăна сулхăна куçарăр. Кăкăр кăшкарне ирĕклетĕр, çухана вĕçертĕр, пиçиххине вăйсăрлатăр. Май пур таран пусма татăкне сивĕ шывпа йĕпетсе унăн питне, мăйне, кăкăрне сăтăрăр, сăмси патне аммиак растворĕпе йĕпетнĕ ватăна тытăр, пуç айне пĕр-пĕр япала хурсан лайăхрах. Пулăшмарĕ пулсан васкавлă пулăшу чĕнĕр.



16 июля 2010
00:00
Поделиться