Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Спорт

Çак кунсенче Израильти Хайфа хулинче маунтинбайкăн «кантри кросс» енĕпе Европа чемпионачĕ тата мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртусем вĕçленчĕç. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче Чăваш Енрен 3 спортсмен пулнă, вĕсенчен пĕри – Çĕнĕ Шулхан ялĕнче çуралса ÿснĕ 23 çула çитекен хĕрсем хушшинче Вера Андреева. Çак ăмăртусенче Вера 11-мĕш вырăн йышăнма пултарнă, Раççей спортсменĕсем хушшинче ку – чи лайăх кăтарту. Унпа пĕрле старта тухнă Ксения Кириллова финиша çитеймен, трасса çинче ÿксе сусăрланнă. Пирĕн ентешĕн Европа шайĕнчи çитĕнĕвĕ ачасемпе çамрăксен А.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕнчи спортсменсене пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалантаратех пулĕ тетпĕр.



16 июля 2010
00:00
Поделиться