Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Илем» хăй патне туртать

Республика Президенчĕ Н.Федоров çын сывлăхĕшĕн тăрăшса пур районта та физкультурăпа спорт комплексĕсем уçма тĕллев лартни тахçанах пурнăçа кĕрсе пырать. Çак ырлăх пирĕн района иртнĕ çул çитрĕ - физкультурăпа спорт комплексĕ - уçăлчĕ. Вăл алăкĕсене уçнăранпа кунтан халăх татăлмасть.

Комплекс алăкĕ ирхине 9 сехетрен пуçласа каçхине 21 сехетчен кашни кунах уçă. Тĕрлĕрен секцине çÿреме пулать. Икĕ бассейнран та кунĕпех халăх татăлмасть, пĕрисем килеççĕ те, теприсем каяççĕ. Теннис, фитнес, тренажер, массаж залĕсене çынсем йышлăн çÿреççĕ. Района килен-каянсем валли выртса тăмалли пÿлĕмсем те хăтлă, кунта пулнă çынсем çав тери кăмăллă пулнине палăртрĕç. Пылак тата минерал шывсем туянма буфет та ĕçлет, спорт тата шыва кĕмелли тĕрлĕрен хатĕрсене сутатпăр, ролик конькисемпе проката илсе ярăнма та пулать. Нумаях пулмасть сауна та ĕçлеме тытăнчĕ. Хальлĕхе ку арçынсен залĕнче кăна-ха, çитес вăхăтсенче хĕрарăмсен залĕнче те сауна уçăлмалла, ку енĕпе ĕçсем пыраççĕ. Саунăна эрнере икĕ кун - юн кун хĕрарăмсем, кĕçнерни кун арçынсем кĕме пултараççĕ. Шывра ишсе, сауна кĕрсе киленме 100 тенкĕ тÿлемелле пулать, ытти хаксем малтанхи пекех - шывра ишме аслисен пĕр сехетшĕн 60 тенкĕ, ачасемпе тивĕçлĕ канурисен 30 тенкĕ. Сывлăха укçапа виçме те, илме те çук, кунта çÿрени вара сывлăхшăн çав тери усăллă та кирлĕ. Çакна районта пурăнакансем ăнланса çитрĕç темелле. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕрен секцине çÿрекенсен йышĕ15171 пулнă, çав шутра спорт залне çÿрекенсем 2472 çын: тÿлевлисем 2336-шĕ, çăмăллăхпа усă куракансем - 136. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 644 шкул ачи пулнă. 67 çын хăйсем ĕçлекен предприятисемпе килĕшÿ туса комплекса çÿреме кăмăл тунă. Çавăн пекех 338 вĕрентекен Учитель çулталăкĕнче çăмăллăхлă мелпе усă курса бассейна çÿреççĕ. Комплекса çÿрекенсенчен ытларах - хĕрарăмсемпе ачасем, арçынсем вара темшĕн кунта килме вăхăт тупаймаççĕ.

Çак вăхăт тĕлне бассейна шыва кĕме 12699 çын килнĕ, çав шутра тÿлевлĕ çÿрекенсем - 8776, çăмăллăхпа усă куракансем - 3923, шкул ачисем - 7969, физкультура урокĕсенче те ачасем шывра ишме кăмăллаççĕ.

Çак вăхăт тĕлне комплекса 754430,38 тенкĕ укçа пырса кĕнĕ, ăна тытса тăма вара 2358642,26 тенкĕ тăкакланă, çав шутра ĕçлекенсене паракан ĕç укçи те кĕрет. Кĕскен каласан, физкультурăпа спорт комплексĕ çынсене яланах кăмăлласа йышăнать. Хальхи вăхăтра республикăра тата районта чрезвычайлă лару-тăру вăхăчĕ пынă май, çынсене тепĕр хут аса илтерсе çапла калас килет: пĕлнĕ-пĕлмен вырăнсенче тата кĕме юраман пĕвесенче шыва кĕрсе çÿриччен таса та хăтлă бассейна килсе кĕрĕр. Çуллахи вăхăтра ачасемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, пĕве хĕррисене хăйсем тĕллĕн кайма чармалла. Бассейнра вара шыва кĕнĕ вăхăтра аслисене те, ачасене те ятарласа уйăрнă инструкторсем асăрхасах тăраççĕ, инкек таврашĕ килсе тухсан пĕрремĕш пулăшу пама вĕсем яланах хатĕр. Çавăнпа та патшалăх туса панă ырлăхпа туллин усă курар.



20 июля 2010
00:00
Поделиться