Шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать
«Цивилизаци вăл - газ тата лайăх çулсем», - тенĕ ЧР Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Асăннă каларăш çумне вырăнти халăха паха шывпа тивĕçтересси те тесе палăртас килет, мĕншĕн тесен çак ыйту юлашки вăхăтра поселокра, ял тăрăхĕсенче те уйрăмах çивĕч тăрать.
Шывпа тивĕçтерессипе «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти тăрăшса вăй хурать. Хальхи вăхăтра кунти рабочисем О.Кошевой, Гагарин урамĕсенче 200 метр тăршшĕ шыв пăрăхĕсем туртассипе ĕçлеççĕ. Çакă К.Иванов урамĕнчи 9-мĕш çурта шыв çитменнипе çыхăннă. Ленин урамне те 100 метр шыв пăрăхĕ туртассипе ĕçсем пыраççĕ. Чукун çул вокзалĕ патне пыракан шыв пăрăхĕсене те юсаса тухнă. Поселокра 693 уйрăм кил хуçалăхĕ шутланать, вĕсенчен 80 проценчĕ килĕсене шыв кĕртнĕ. Анчах та Комаров, Зеленая урамсене шыв кĕртмен. «Çуллахи вăхăтра поселокри халăх шывпа туллин усă курать. Вăл душ, мунча кĕнĕ çĕре кайнисĕр пуçне пахча сапма та чылай пĕтет. Чылайăшĕ кăнтăр кунĕнче çĕр улмие сапать. Çакă вара пĕрре те усă памасть, мĕншĕн тесен ун хыççăн ана типсе, хытса ларать. Çавăнпа та шывпа тĕлсĕр ан усă курăр. Пахча шăварни ыттисемшĕн пысăк чăрмав кăларса тăратать, мĕншĕн тесен хваттерсен иккĕмĕш е виççĕмĕш хутĕнче пурăнакансене шыв çитмест. Пахча шăварнине пула тăкак та пысăкланать. Калăпăр, çуллахи вăхăтра шыва уçласа электроэнерги нормăпа палăртнинчен 3 хут ытларах ÿснĕ. Уйăхне нормăпа 22 пин те 320 кубла метр шыв пĕтермелле пулсан, ăна 68 пин 400 кубла метр усă курнă. Пахча сапма юрани çинчен тарифра палăртман. Çавна пула тăкаксем те ÿссе пыраççĕ. Расхутсене вара пĕтĕмпех пирĕн предприятин тÿсмелле. Хваттер, уйрăм кил хуçисем шывпа усă курнăшăн вăхăтра тÿлеменни пысăк чăрмав кÿрет. Çак парăм 750 пин тенкĕпе танлашать. Вăхăт иртнĕ май шыв пăрăхĕсем те кивелсе пыраççĕ, вĕсен амортизаци срокĕ тухать. Çĕнĕрен улăштарма укçа-тенкĕ çитсе пыманни ура хурса пырать. Çавăнпа та поселокра пурăнакансене коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлеме ыйтса хăварасшăн», - терĕ А.Васильев пуçлăх.
Çавăн пекех поселока тирпей-илем, хăтлăх кÿресси çинчен те палăртса хăварчĕ. «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприятин ĕçченĕсем Ворошилов, Мичурин, Николаев, К.Маркс, Киров урамĕсенчен эрнере пĕр прицеп ăпăр-тапăр илсе тухаççĕ, анчах та çак пулăшушăн асăннă урамра пурăнакансем килĕшÿ тума васкамаççĕ. К.Иванов урамĕнче те уйрăм кил хуçисем туратсем, кивĕ сĕтел-пукан, холодильниксем тата ытти япаласем илсе тухса хураççĕ. Контейнер площадки кухньăран тухакан çÿп-çап валли кăна пулни çинчен манас пулмасть. Пысăк япаласене полигона илсе кайма ятарласа техника пирĕн патĕнчен çыртармалла», - терĕ малалла Анатолий Александрович. Кунне 10-11 тонна ăпăр-тапăр полигона турттараççĕ кунти ĕçченсем. Йăлара усă куракан хытă каяшсене тăкмалли полигонра та ĕçсем пыраççĕ.