Вăрманта таса пултăр
Вăрмар район прокуратури, районти ШĔПĕн право йĕркине тата административлă законодательствăна пăсассине хирĕç кĕрешекен ĕçĕсене пурнăçлаканĕ А.Николаев инспектор тата ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин «Канаш лесничестви» патшалăх учрежденийĕн директорĕ Д.Юнусов тĕрĕслев ирттернĕ – вăрмансенче санитари правилисене пăснă тĕслĕхсене палăртнă.
РФ Вăрман кодексĕпе килĕшÿллĕн вăрмансенче аманнă, пĕтнĕ йывăçсене касмалла, ăпăр-тапăртан тасатмалла.
«Канаш лесничестви» ПУ тĕп тĕллевĕсем – вăрмансене пушартан сыхласси, саккуна пăсса йывăçсене каснă, вăрманпа усă курнă саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртасси, вăрмана сиен кÿме пултаракан сăтăрçăсенчен, чирсенчен сыхласси. Çавăн пекех çак учрежденин тавралăха варалакансене пистермелле, кунта ĕçлекенсен сывлăхне хÿтĕлемелли санитарипе гигиена нормисене пурнăçламалла.
Июнь уйăхĕнче ирттернĕ тĕрĕслев «Канашри лесничество» учрежденийĕн «Вăрмар -Тикаш» автоçулăн сылтăм енче вырнаçнă Тăвай районĕн участокне кĕрекен вăрмана ăпăр-тапăртан тасатманнине, санитарипе гигиена нормисене пурнăçламаннине тупса палăртнă. Кантăк, пластик кĕленчесем, пĕр хут кăна усă курмалли савăт-сапа, хутаçсем купаланса выртнине тупнă. Тĕрĕсленĕ участокра çынсем хăйсем хыççăн пуçтармасăр хăварнă 4 вырăн пулнине палăртнă. Çакă «Канаш лесничестви» ПУ Тăвай районĕнчи участокĕн директорĕ Х.Басыров хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннипе пулнă. Вăрмар район прокурорĕ çак çитменлĕхсене пĕтермелли, Х.Басырова дисциплинăлла яваплăх тытмалли пирки асăрхаттарнă.
Вăрман законодательствине пăснă тĕслĕхе «Канаш лесничестви» ПУ пухăвĕнче, лесничествăн кашни участокĕнчех пăхса тухнă, кунта ĕçлекенсене хăйсен тивĕçĕсене тĕплĕн ăнлантарса панă. Тăвай районне кĕрекен вăрман участокне ăпăр-тапăртан тасатнă, вăрмана кĕнĕ çĕрте вăрмана вараламалла марри пирки асăрхаттаракан икĕ тĕрлĕ аншлаг вырнаçтарнă, кунти участокăн мастерне асăрхаттару панă.