Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Выльăх-чĕрлĕх йышне чакарма парар мар

«Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче», - тенĕ мĕн авалтан. Çителĕклĕ, тутлăхлă апат сăвăма ÿстерет. Сĕтрен вара куллен хуçалăх кассине укçа кĕрет. Апат çителĕклĕ пулмасан выльăх-чĕрлĕх йышне те сыхласа хăварма май килмĕ.

Кăçалхи шăрăх çанталăк курăксене йĕркеллĕ çитĕнме памарĕ, вырăн-вырăнпа типсе ĕнсе кайнисем те пур. Çумăрĕ çав-çавах çумасть, апла пулсан выльăх апачĕ ытти çулхисемпе танлаштарсан палăрмаллах сахал пулĕ, тухăçпа савăнтараймĕ. Çапла вара выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас çĕрте чылай йывăрлăхсем кăларса тăратĕ. Çуллахи вăхăтра халиччен кĕтÿрен таврăннă выльăха симĕс курăк çулса панă пулсан, ку енĕпе те халĕ йывăрлăхсем пур. Çавăнпа та ĕне выльăхсем хĕле сывă та тĕреклĕ кĕччĕр тесен вĕсене халĕ фуражлăх тырăна авăртса хутăш апат - пусупка çитерме тăрăшмалла. Тырă туса илме тесе акнисене те сенажа яма тивĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра сенаж валли уйăрнă лаптăксем çинчи симĕс масса гектартан 50 центнертан ытла мар тухать. Хăш-пĕр вырăнсенче унран та сахалтарах. Пирĕн районта та лару-тăру çавăн пекрех. Çавăнпа та иртнĕ хĕл каçма хатĕрленĕ выльăх апатне шута илмелле. Пĕлтĕрех тата ытти çулсенче юлнă улăм урисене пуçтарса кĕртессине йĕркелемелле. Çу кунĕсенче те, хĕлле те выльăх-чĕрлĕх тутă пултăр тесе тăрăшмалла, кирлĕ мерăсем йышăнмалла. Уй-хирте тухăç сахаллине шута илсе çырма-çатрасенчи, çул хĕррисенчи курăка та çулассине йĕркелемелле. Улăма ытти çулхисенчи пек вĕтетсе уй тăрăх сапаламалла мар, улăм ури туса хумалла.

Иртнĕ çул выльăхсене çитерсе яман апатсене те шута илмелле, тирпейлесе хумалла. Пĕр тăхтаса тăмасăр мĕн çитĕннине кĕске вăхăтра пуçтарса илмелле. Çавăн пекех ял хăлăхĕ тытакан ĕне выльăха та сыхласа хăвармалла, пĕтме памалла мар. Май килнĕ таран тĕш тырăпа тата утă-улăмпа тивĕçтермелле. Темле йывăр пулсан та выльăх-чĕрлĕх йышне чакарас мар тесе çине тăмалла.



20 июля 2010
00:00
Поделиться