Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăйĕн ĕçне юратса пурнăçлать

Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта технологи предметне вĕрентекен С.Антонов йĕркеленипе 2002 çулта «Ветра» клуб йĕркеленĕ. Ку клуб республикăра çамрăксем хушшинче иртекен КВНсене кашни çулах активлă хутшăнать, малти вырăнсене çĕнсе илет. Палăртма кăмăллă: «Ветра» команда 2004-2008 çулсенче пĕрремĕш лигăра пулнă. 2005 çулта республикăра иртнĕ ял çамрăкĕсен «Ăраскал» фестивалĕнче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Республикăра иртнĕ «КИВИН-2006» фестивальте пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Иртнĕ çул вара Сергей Николаевич «Смайл» ушкăн йĕркелерĕ. Унта çивĕч ăс-тăнлă, пултаруллă та маттур 15 çамрăк тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Унăн капитанĕ А.Казаков иртнĕ çул Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн стипендине те тивĕçрĕ. Сăмах май çакна палăртса хăвармалла: Сергей Николаевич Антонов вĕрентекен хăй те 2004-2005 çулсенче çак стипендине тивĕçнĕ пулнă.

Пултаруллă та талантлă, мал ĕмĕтлĕ С.Антонов вĕрентекен ачасене пахалăхлă пĕлÿ парассипе те тимлет, шкул мероприятисене хутшăнма, вĕсене çамрăк ăрăва ытларах та ытларах явăçтарма та ĕлкĕрет.



23 июля 2010
00:00
Поделиться