Хапăл тăватпăр, ыррипе лайăххине вĕрентетпĕр
Районти шкулсенче кашни çулах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та кăçал чылай ĕçсем пурнăçланă. Унăн директорĕ Анатолий Васильевич Никифоров пĕлтернĕ тăрăх, кăçал пурĕ 132 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тунă. Кĕçĕн классен, физикăпа хими кабинечĕсене, мастерскойне вĕри тата сивĕ шыв кĕртнĕ. Пур классене, коридорсене сăрласа илемлетнĕ. Спортзалра та юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Медицина кабинетне йĕркелес ĕç пырать.
Пĕтĕмĕшле каласан ку шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. 2010-2011 вĕренÿ çулĕнче кунта 10 ача пĕрремĕш класа вĕренме килмелле.
«Шкул пуласлăхĕ ачасен йышĕнчен чылай килет.
Малашлăхра пирĕн ялта вĕсен йышĕ ÿссе пырĕ тесе шутлатпăр. Шкул - ял управçи, культура центрĕ пуласса шанатпăр», - тет А.Никифоров хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе. Апла пулсан малашне кунтан пултаруллă та талантлă ачасем ытларах вĕренсе тухасса шанатпăр.