Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пахалăхлă пĕлÿ – малашлăх çăл куçĕ

Кашни çулах шкул пурнăçĕнче мĕнле те пулин çĕнĕлĕх пулса пырать. Асăннă шкулта акăлчан чĕлхине, информатика предметне иккĕмĕш класранах вĕрентме тытăннă. Пултаруллă ачасемпе ĕçлени - шкулсен инноваци программисене тата педагогсене пулăшмалли тытăмăн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ. Иртнĕ çул тата кăçал тĕрлĕ шайри ăс-хакăл тупăшăвĕсене Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан чылай ача хутшăннă. Раççей, республика, район шайĕнче пулса иртекен олимпиадăсемпе конкурссене кунта вĕренекенсем активлăн хутшăнаççĕ. Республикăра иртнĕ «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра пĕрремĕш вырăна Т.Тимофеевăпа К.Николаев тухнă. Çавăн пекех «Шевле» конкурсра та С.Михайлова малти вырăна çĕнсе илнĕ. Районта технологипе ирттернĕ олимпиадăра О.Павлова, Ю.Владимирова малтисен йышĕнче пулнă. Çавăн пекех право енĕпе Г.Федоров - иккĕмĕш, экологипе А.Дмитриев - пĕрремĕш, К.Васильева, О.Эверскова - иккĕмĕш, О.Егорова виççĕмĕш, вырăс чĕлхипе тата литературипе виççĕмĕш, физкультурăпа М.Еливанов - пĕрремĕш, экономикăпа С.Соловьев - пĕрремĕш, пурнăç хăрушлăхĕн никĕсĕсен предмечĕпе Г.Федоров - пĕрремĕш, биологипе Т.Сереброва - виççĕмĕш, музыкăпа С.Михайлова - виççĕмĕш, историпе пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

«Пушкин вулавĕсем» конкурсра К.Григорьев - иккĕмĕш, Н.Аршинова виççĕмĕш пулнă. «Çут çанталăк тата унăн илĕртмĕшĕ» ÿкерчĕксен конкурсĕнче У.Джафарова виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

Физкультурăпа тата спортпа хавхаланни, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнни ачасен сывлăхне çирĕплетет. Хĕрсен команди волейболла выляса - иккĕмĕш, çăмăл атлетика кросĕнче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ.



23 июля 2010
00:00
Поделиться