Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шкул - ял управçи

1882 çулта кĕркунне Кивĕ Вăрмарта пурăнакан, хутла пĕлекен Константин Ефимов хресчен хăйĕн çуртĕнче шкул уçнă. Çакăн çинчен Н.Ильминский профессор патне 1883 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче янă çырура пирĕн просветитель И.Яковлев та асăннă. «Юлашки çул çÿревре эпĕ чăнах та чуна лăплантаракан япала куртăм. Кун шутне эпĕ Вăрмарта курнă хăйне евĕр шкула кĕртетĕп. Учитель кунта - Константин Ефимов, ахаль чăваш çынни... Ефимов шкул уçма шутланă, пулăшу ыйтса вăл Сильвин (прихут священникĕ) патне пынă, анчах лешĕ пулăшман çеç мар, хирĕç те пулнă. Ефимов Кавал ялĕнчи учительпе Яков Петровпа паллашнă, вăл пулăшнипе иртнĕ кĕркунне шкул уçнă та. Вăл пĕчĕк хура пÿртре вырнаçнă», - тесе пĕлтерет вăл. Пĕтĕмпе 10-20 çулсенчи 26 ача вĕреннине те асăнать. Çакăн пек лару-тăрура çуралнă та ĕнтĕ шкул. Çулсем иртнĕ май темле улшăнусем те курма тивнĕ. Малтанхи вăхăтра хутла вĕрентекен шкул пулнăскер, часах таса Гури тăванлăхĕн шкулĕ, 1909 çулта земство шкулĕ пулса тăрать, 150 ача çÿреме тытăнать унта. Совет саманин малтанхи çулĕсенче ултă класс таран вĕрентме тытăнаççĕ, 23 ялтан 300 ытла ача йышăнма пултарнă. Каярах 8 çул вĕренмелли шкул тума та вăхăт çитет, 1983 çулта вара, çĕнĕ шкул çуртне хута янă хыççăн, вăтам шкул пулса тăрать.

Миçе вун-вун учитель вĕрентнĕ, çĕршер-çĕршер вĕренекен вĕреннĕ пулĕ кунта. Акă хăй вăхăтĕнче писатель, общество деятелĕ Д.Демидов-Юлташ, паллă çыравçă Марфа Трубина ĕçленĕ. Наукăн, общественноçăн паллă деятелĕсем, тĕрлĕ шайри руководительсем тухнă кунтан. П.Верхунов профессор, Г.Васильев наука кандидачĕ, А.Петров доцент, тĕнчери информаци академийĕн членĕ Г.Васильев та аслă пурнăç çулĕ çине çакăнтанах тухнă.

Халĕ те шанăç паракан мал ĕмĕтлĕ çамрăксем пĕлÿ илеççĕ кунта. Çавăн пекех хăйсен ĕçне чунĕпе парăннă вĕрентекенсем ăс пухма пулăшаççĕ вĕсене. 18 вĕрентекен 123 ачана пахалăхлă пĕлÿ парассипе тимлет. Шкул директорĕ Анатолий Васильевич Никифоров кунта 1980 çултанпа тăрăшса вăй хурать. Малтан физкультура учителĕ, 1999 çултан пуçласа паянхи кунччен директорта вăй хурать. «Раççей Федерацийĕн халăх вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.



23 июля 2010
00:00
Поделиться