Çул-йĕре юсаççĕ
Автомобиль çулĕсем тумалли программăна вĕçлени ялсенче пурăнакансене сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ, культурăпа йăла учрежденийĕсем паракан пулăшупа усă курассине лайăхлатма май панă, шкул ачисене никĕс шкулсене хăрушлăхсăр тата шанчăклăн турттармалли майсемпе тивĕçтернĕ, пассажирсем турттаракан автотранспортăн çĕнĕ маршручĕсене уçма, ял хуçалăх продукцине турттарма условисем туса панă. «Чăвашавтодор» акционерсен уçă обществин Вăрмарти çул-йĕрĕн юсавпа строительство участокĕ иртнĕ çул районти ялсем патне асфальтлă çул хурассипе чылай тăрăшрĕ. Халĕ те вăл республика пĕлтерĕшлĕ, вырăнти çулсене юсассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Хальхи вăхăтра кунти ĕçченсем «Вăрмар - Тикаш - Аслă Кайпĕç» автоçула пурĕ 800 метр тăршшĕ капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ.