Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ЧР Физкультура, спорт тата туризм министрне çирĕплетнĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров хăйĕн июль уйăхĕн 21-мĕшĕнчи 87-мĕш номерлĕ Указĕпе Анатолий Арсентьевич Николаева ЧР Физкультура, спорт тата туризм министрĕн должноçĕнчен хăтарнă. 88-мĕш номерлĕ Указĕпе Чăваш Республикин Конституцийĕн 72 статйин 6 пункчĕпе килĕшÿллĕн Ольга Борисовна Елизаровăна Чăваш Республикин Физкультура, спорт тата туризм министрĕ пулма çирĕплетнĕ.

Ольга Борисовна Елизарова

Шупашкар хулинче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Унăн икĕ специальноç: пуçламăш классен вĕрентекенĕ тата экономист-менеджер. Хусанти тата Шупашкарти шкулсенче ĕçленĕ, ВЛКСМ Шупашкар хула комитечĕн инструкторĕ пулнă. Чăваш Республикин Физкультурăпа сиплев центрĕн аслă наука сотрудникĕнче, унтан центр директорĕн дожноçĕнче ĕçленĕ. Чăваш Ен Спортминĕн «Росинка» физкультурăпа сиплев центрне ертсе пынă.



27 июля 2010
00:00
Поделиться