Кашни ача хăй çемйинче пурăнтăр
Çак кунсенче Вăрмар район администрацийĕн çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Ĕçлĕ канашлура хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене тата вĕсем йĕркелĕхе пăсассине хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттересси пирки калакан Федераллă саккуна мĕнле пурнăçланине пăхса тухнă. Ку ыйтупа ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» республикăри патшалăх учрежденийĕн директорĕ Л.Руссанова тухса калаçнă. Сăмах май, паянхи кун тĕлне районта 91 ăнăçсăр çемье шутланать, вĕсенче 167 ача çитĕнет. Социаллă хăрушлăх кăларма пултаракан çемьесен списокне те палăртнă, вĕсенче 167 ача ÿсет. Л.Руссанова хăйĕн тухса калаçнинче центрăн ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри ача-пăчасен хăйсен тăван çемйине упраса хăварасси пулнине палăртнă.
Отчетлă тапхăрта Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр ăнăçсăр çемьесенчи 51 ачана тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿне, вĕсем хушшинче преступлени тăвасси ан пултăр тесе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе район администрацийĕн çумĕнчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин членĕсемпе тĕрлĕ енлĕ консультацисем ирттереççĕ. Вĕсен шутĕнче: «Право культури», «Милицие лексен хăвна мĕнле тытмалла», «Хăвăн правусемпе тивĕçÿсем çинчен мĕн пĕлетĕн;» тата ыттисем те. Сÿтсе яву сехечĕсем ирттересси те кунта йăлана кĕнĕ.
Çавăн пекех ларура йĕркелĕхе пăснă 10 административлă ĕç пăхса тухнă.