Аякка каяссинчен хăранă-ши?
Вăрмар каччин çара кайма вăхăт çитнĕ. Призывнике республикăн Канашри сбор пунктне ăсатнă. Унтан вара служба вырăнне каймалла...
Çук, каччă салтак пулса тăрайман. Вăл хăй тĕллĕнех сбор пунктĕнчен пăрахса кайнă, килне таврăннă. Çар служби ача вăййи тейĕн! Ашшĕ каччăна Канаша каялла илсе килнĕ, сбор пунктĕнче хăварнă. Лешĕ вара икĕ сехет иртсенех унтан тухса тарнă.
Çар службинчен мĕншĕн аплах хăрать? Хăй çапла хăтланнине çамрăк çын служба вырăнне Владивостка каяс килменнипе ăнлантарнă. Айван мар-и? Çакăншăш суд тенкелĕ çине ларма тивĕ, ун пирки уголовнăй ĕç пуçарнă.