Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ентешсене пăхса савăнатпăр

Ашшĕ-амăшне хисеплекенĕн пурнăçра яланах çул уçă пулĕ тесе вĕрентнĕ мĕн авалтан. Ку чăнахах та çаплах пулĕ. Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Владимир Николаевич Михайлов пархатарлă ĕçĕпе чăннипех те хисепе тивĕçлĕ. Ял çыннисем ентешĕпе савăнаççĕ, малашлăхра ÿсĕмсем сунаççĕ.

Вăл пурнăçри нумай чăрмавсене çĕнтерсе пырса çитĕнÿсем хыççăн çитĕнÿсем туса пырать. Ялти шкултан вĕренсе тухсан ДОСААФ автошкулĕнче водитель правине вĕренсе илет, ун хыççăн пĕр турткаланса тăмасăр Тăван çĕршыва сыхлама каять. Чикĕ хуралĕнче службăра тăрать. Салтак хыççăн тăван хуçалăха - «Восход» колхоза - килсе водительте ĕçлеме тытăнать. Тăрăшуллă каччăна хуçалăха ертсе пыракансем сăнасах тăраççĕ, малалла çитĕнÿсем тума сунаççĕ. Çапла вара Володьăна Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кайма направлени параççĕ. Каччă хаваспах килĕшет, вĕренни çил хăваласа çÿрени мар-çке, диплом пулсан çул уçăлĕ тесе шухăшлать çамрăк. Вĕренÿре те тăрăшулăхĕпе палăрса тăрать вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна техникумри студентсем хушшинче профком председательне суйлаççĕ. Студент вăхăчĕ сисĕнмесĕрех иртсе каять. Алла агроном дипломне илсе тăван хуçалăха таврăнать. Кунта ĕçленĕ хушăрах вăл аслă пĕлÿ илес тĕллевпе Чăваш ял хуçалăх институтне (халĕ академи) вĕренме кĕрет. Çемьеллĕ, икĕ ачаллăскерне каçсерен кĕнекепе ларма ансатах пулман та пулĕ. Умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса алла диплом илсе аслă пĕлÿллĕ агроном пулса тăрать. Тĕнчере улшăнусем пулса иртнĕ вăхăтра Шăхалĕнче те лăпкă пулмарĕ, колхоз-совхозсем арканса пĕтрĕç. Çак вăхăтра Владимир Николаевича та пурнăç çулĕ Тĕрлемесе илсе çитерет. Кунти тырă йышăнакан пунктра (элеваторта) инженерта ĕçлеме пуçлать. Пĕр вăхăт элеваторта тăрăшнă хыççăн ăна чукун çула хÿтĕ кÿме лартнă вăрман тăрăхĕн Васильево станцийĕн Тĕрлемесри производство участокĕнче мастерта ĕçлеме куçараççĕ. 1994 çулта Владимир Николаевич «Канаш-Хусан» чукун çул икĕ айккипе хÿтлĕхшĕн лартнă йывăçсене пăхса тăракан предприятин начальникĕнче ĕçлеме тытăнать те мĕн паянхи кунчченех унта вăй хурать. Çак вăхăтра вăл пирĕн районшăн та сахал мар ĕçлет. 651 гектарлă çĕре пăхса тăрать çак предприяти, çав шутра 182 гектарĕ пирĕн район территорине кĕрет. Унсăр пуçне чукун çул хĕррипе вырнаçнă вокзалсене те тирпей-илем кĕртессипе тата унти йывăç тĕмсене касса илем кĕртессипе те вăл ĕçлекен предприятинчисемех пулăшса тăраççĕ. Вăрмар поселокĕнчи урамсенчи çул хĕррисемпе ÿсекен курăксене те вĕсемех тирпейлесе параççĕ. Кăçал районта нумайранпах кĕтнĕ чукун çул вокзалĕ те хута кайрĕ. Çĕнĕ вырăна лартнă вокзал йĕри-тавра вара тирпей-илем кĕртме вăл ертсе пыракан предприятинчен килсе нумай ĕç туса пачĕç. Ĕçĕ нумай та курăмлă, çавăнпах та пулĕ унăн ĕçне Чăваш Республикин хула строительствипе обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министерстви пысăка хурса хакларĕ, Чукун çул транспорчĕн ĕçченĕн кунĕ ячĕпе А.Гончаров министр алă пуснă Хисеп грамотине парса хавхалантарчĕç. Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем унăн сахалах та мар, чи пахи вара çакă пулчĕ. Çак грамотăна В.Михайлов чăннипех те сумлă ĕçĕпе çирĕплетет, вăл малашлăхра татах та нумай



30 июля 2010
00:00
Поделиться