Хăтлă лавккара ĕç кал-кал пырать
Районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче малтисен ретĕнче пырасси чăн малтанах, ĕçлесе пурăнмалли майлă условисем тунинчен, халăх пурнăçĕн пахалăхне тата ăс-хакăл çутлăхне ÿстернинчен, экономика ÿсĕмĕн хăвăртлăхне тивĕçтернинчен килет. Çакна райпо системинче ĕçлекенсем лайăх ăнланаççĕ.
Çавна май çулсеренех суту-илĕве аталантараççĕ, пурлăхпа техника базине çирĕплетсе пыраççĕ, лавккасене евроюсав тăваççĕ. Юлашки çулсенче поселокри райпо лавккисем палăрмаллах çĕнелсе пычĕç. Акă «Надежда» лавкканах илер. Ăна хăтлăх, илем кĕртессипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Хальхи вăхăтра кунта тавара ирĕклĕ майпа туянма пулать. Çакă тавар туянакана питĕ меллĕ. Мĕн кирли пĕтĕмпех куç умĕнче. Л.Петрова заведующи, Е.Николаева, Е.Андреева сутуçăсем тавар туянакансемпе яланах ăш-пиллĕ те тараватлă, мĕн кирлине пĕтĕмпех тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Кунне 50-60 çын килет кунта, 20 пин тенке яхăн тĕрлĕ тавар сутаççĕ маттур сутуçăсем. Уйăхри плана та ирттерсе тултараççĕ вĕсем. Акă çак лавккаран аякрах та мар пурăнакан Р.Андреева хăйĕн мăнукĕпе Катьăпа кунта кĕчĕç. «Кунне 5-6 хутчен те кĕрсе кирлĕ тавар туянатпăр. Питĕ килĕштерет мăнукăм çак лавккана. Сутуçăсен тараватлăхĕ, тавар ассортименчĕ пуянни, пылак çимĕçсем пурри, тавар яланах пахалăхлă пулни пире питĕ савăнтарать», - тет Р.Андреева. Кунти сутуçăсем хăйсен ĕçне чунтан парăннă. Çавăнпа та тавар туянакансем вĕсене хисеплеççĕ.