Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Предпринимательсене те тишкерĕç

Чăвашстат ертÿçин çумĕ П.Краснов пĕлтернĕ тăрăх, Пĕтĕм Раççей çыравне ирттерме хатĕрленнипе пĕрлех статистика органĕсен федераци саккунĕпе тата РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2011 çулта кăçалхи кăтартусем тăрăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субьекчĕсен пĕтĕмĕшле тишкерĕвĕ иртмелле. Ăна пилĕк çулта пĕр хут йĕркелемелле. Раççейре ăна пуçласа ирттереççĕ.

Юридици вăйĕнче тăракансене тата юридици тĕлĕшĕнчен йĕркеленмесĕр предприниматель ĕçне пуçăннă уйрăм çынсене шута илĕç. Чăваш Енре 61 пине яхăн предпринимательлĕх субьекчĕ теççĕ, вĕсенчен 46 пинĕшĕ уйрăм предпринимательсем.

Паянхи куна пĕчĕк предприятисен тата уйрăм предпринимательсен ĕçне сăнамалли статистика формисене çирĕплетнĕ. Отчетсене 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен Чăвашстата çитермелле.

Ĕçлекен хуçалăх субъекчĕсене туллин тупса палăртни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Çакна вара статистика органĕсем патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх тата ытти организаципе тачă çыхăнса ĕçлесен кăна пурнăçлама пултараççĕ.



30 июля 2010
00:00
Поделиться