Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Раççей бронза призерĕ ăмăртусене хатĕрленет

Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕнчи аслă тренер-преподавателĕн Л.Агапован воспитанникĕсем спортри хăйсен ăсталăхне ÿстерсех пыраççĕ. Р.Козлов хăвăрт утас енĕпе спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ. Д.Иванов – полиатлон енĕпе спорт мастерĕ.

Иртнĕ çултанпа Шупашкарта электромеханика колледжĕнче вĕреннĕ С.Антонов хăйĕн стартри кăтартăвĕсене лайăхлатса пынипе палăрма пуçларĕ. Пĕлтĕрех çуран чупас енĕпе мала тухассишĕн Шупашкарта ирттернĕ ăмăртура 3000 метрлă дистанцие чăрмавсем урлă чупса вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пултаруллă спортсменăн кăçалхи çитĕнĕвĕсем те курăмлă. Çăмăл атлетика енĕпе Атăлçи Федераци округĕнче мала тухассишĕн Çĕнĕ Шупашкарти хупă вырăнта ирттернĕ чемпионата чи вăйлă спортсменсем пуçтарăннă. 1988-1989 çулсенче çуралнă çамрăксем хушшинче С.Антонов пысăк çитĕнÿ тунă. 3000 метр чăрмавсем урлă чупса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Дистанцие 9 минут та 08 çеккунтра чупса тухнă.

ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Кубокне çĕнсе илессишĕн Çĕнĕ Шупашкарта ирттернĕ ăмăртусенче 3000 метра чăрмавсем урлă чупса иккĕмĕш вырăна тухнă.

Çамрăксем хушшинче çăмăл атлетика енĕпе ирттернĕ Мускав хула чемпионатĕнче пирĕн ентеш, спорт мастерĕн кандидачĕ С.Антонов, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çитĕнсе çитнисем хушшинче çăмăл атлетикăпа ирттернĕ Мускав хула чемпионатĕнче вăл тăваттăмĕш пулнă.

Июнь пуçламăшĕнче Атăлçи Федераци округĕнче мала тухассишĕн Шупашкарта ирттернĕ чемпионатра вăл пĕрремĕш пулнă.

Июль уйăхĕнче çăмăл атлетика енĕпе Раççейри çамрăксем хушшинче мала тухассишĕн Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ăмăртусем ирттернĕ. Виçĕ куна пынă тупăшусене тĕрлĕ регионтан çамрăксем йышлăн пухăннă. Çивĕч кĕрешÿре А.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спортшкулĕн аслă тренер-преподавателĕн Л.Агапован воспитанникĕ С.Антонов виççĕмĕш вырăн йышăннă, бронза медаль çĕнсе илнĕ. Кăçал вăл электромеханика колледжĕнчен вĕренсе тухрĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ ятпа ирттернĕ савăнăçлă каçра дирекци С.Антонова дипломпа пĕрлех спортра пысăк çитĕнÿсемшĕн Тав çырăвĕ панă. Çак пысăк хисепе çавăн пекех унăн амăшĕ, Е.Антонова та, тивĕçнĕ.

Сергей халĕ пулас ăмăртусене хутшăнма хатĕрленет.

Хăйне спортăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнăшăн вăл малтанхи тренера Л.Агаповăна тав сăмахĕ калать.



30 июля 2010
00:00
Поделиться