Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шăрăхран хăрамаççĕ, кĕрĕк пĕркенмеççĕ

Шартлама сивĕрен те ытларах шатăртаттарать хĕвелĕ. Сывлăш температури 38-44 градуса та çитет, çавна пула симĕс курăк, хăш-пĕр йывăçсем те типсе ĕнсе ларчĕç. Çĕр ĕçченĕ вара çак шăрăхра ниме пăхмасăр - уй-хирте. Кам комбайнпа тырă вырать, утă-улăм пуçтарать, теприсем автомашинăсемпе умлăн-хыçлăн уй-хиртен йĕтем çине васкаççĕ, юлнă тĕш тырăна пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлесе юласшăн.

«В.Павлов» хресчен (фермер) хуçалăхĕ

Ку хуçалăхра акса-лартса туса илекен лаптăк 980 гектар çинче, çав шутран 810 гектарĕ кĕрхипе çурхи тулă, 50 гектарĕ çинче - урпа, сĕлĕ - 50, 70 гектара нумай çул ÿсекен курăк йышăнать. Кăçалхи типĕ çанталăка пула 295 гектар тулă, 42 гектар урпа, 44 - сĕлĕ, 62 гектар нумай çул ÿсекен курăксем пĕтнĕ.

Эпир пынă кун уйра икĕ комбайн умлăн хыçлăн çÿретчĕç, пĕрин штурвалĕ умĕнче - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ О. Михайлов. Сăмах май каласан, Олег Михайлович 30 çул ытла комбайнпа тырă вырать. Юлашки вăхăтра вăл Мăнçырмари шкулта автобуспа ĕçлет, çуллахи отпускра - комбайнпа.Темле çанталăк та курнă пулĕ вăл, анчах та кăçалхи пеккине нихăçан та курманнине палăртрĕ ĕç пирки сăмах пуçарнă май. В.Павлов фермер уйĕнче вăл кăçал иккĕмĕш вырмана хутшăнать. Çĕнĕ йышши AGROC-530 комбайн шанса панă ăна. Комбайнер вара унпа питех те кăмăллă. «Çăмăл автомашина çинче ларса пынă пекех туятăп, тап-таса, пĕр тусан пĕрчи те кĕмест, веçех - автоматика, вăл хушнине пурнăçламасан тепĕр чух комбайна вырăнтан та хускатаймастăн», - тет вăл комбайн çине ăшшăн пăхса (мана кабинăна кĕрсе курма та ирĕк пачĕ). Теприн çинче Кировран командировкăна килнĕ Д.Петухов вăй хурать, вăл та иккĕмĕш çул пирĕн районта. Мăнçырма ялĕн çыннисем килĕшнине, хăйĕн ĕçĕпе кăмăллине палăртрĕ. Комбайнсем хыççăн МТЗ-82 тракторпа улăм преслакан агрегат кăкарса рулонсем туса пырать. С.Егоров тракторист вĕсене уйран турттарса тăрать. Улăмне выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма кунта ĕçлекенсене параççĕ, кирлĕ пулсан халăха та сутаççĕ.

Тухăçĕ пирки мĕн каламалла, ытти çĕрти пекех, ытла та пĕчĕк. Çĕр ĕçченĕсем çапах та пуçĕсене усмаççĕ, сулхăна пытанмаççĕ, малашлăха шанаççĕ.

«Арабоси» агрофирма

Ку хуçалăхра темиçе çул ĕнтĕ инвестрсем акса-лартса туса илеççĕ. Районти акăнмасăр выртакан çĕрсене виçĕ çул хушшинче 2748 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнине пурте пĕлеççĕ. Пĕтĕмпе акса-туса илекен лаптăк - 5121 гектар çинче. Аслă Чаксене, Чупайсемпе Энĕшпуçсене, Чулкассемпе Кĕлкешсене, Пинерсене тата ытти тĕрлĕ ял тăрăхĕсене вĕсем хăйсен хÿттине илчĕç те çĕр ĕçченĕсем валли ĕç вырăнĕ туса пачĕç. Çанталăк ытла та шăрăх тăнине пула вара 2683 гектарĕ типсе пĕтнĕ, çав шутран 400 гектарĕ кĕрхи ыраш, çурхи тулă - 945, урпа - 957 гектар çинче, иртнĕ çулхи нумай çул ÿсекен курăксем - 381 гектар. Кăçал вырма чылай маларах пуçланчĕ, районти пур тĕрлĕ хуçалăхсем те вырмара. Арапуçсем эпир пынă кун малтанхи вăхăтра «Агроснаб» территорийĕ пулнă çĕрти йĕтем çинчеччĕ. Е.Семенова, Д.Христофорова, З.Никифорова, В.Владимиров, П.Васильев рабочисем, Д.Петров тракторист, Ю.Владимиров механик тулă алласа тасататчĕç. Н.Павлова складсен заведующийĕ, вăлах бригадир та - тырă аллакансен ĕçне йĕркелесе пырать. В.Степанов водитель тырăна комбайнсем патĕнчен йĕтем çине турттарать. Типĕ тырă чăшăлтатса кăна тăрать, ăна тасатса тирпейлекен ПСМ-25М агрегат пĕр тикĕссĕн ĕçлет. Чи лайăх сортлă (оригинал) тулăна вĕсем вăрлăхлăх хатĕрлесе шăтаслăхне тĕрĕслеттерсе пăхасшăн.

Малтанлăха палăртнă тăрăх тухăç пĕр гектар пуçне шутласан 8,5 центнер тухать. Çĕр ĕçченĕсем вара ку тухăçпа пĕрре те кăмăллă мар, тăрăшни харама кайнă пек туйăнать, теççĕ.



30 июля 2010
00:00
Поделиться