Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

«Эпир - тăнăçлăхшăн»

Çуллахи каникул ачасемшĕн чи хаваслă вăхăт. Вĕсем пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмеççĕ, яланах сыхлăх кирлине те тепĕр чухне манса каяççĕ. Ача-пăча асăрханусăр пулнине пула час-часах çул-йĕрсем çинче инкек те килсе тухать.

Ачасен канăвĕ савăнăçлă ирттĕр тата вĕсемпе профилактикăлла мероприяти ирттерес тĕллевпе иртнĕ кунсенче районти шалти ĕçсен пайĕнчи ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем «Романтика» кану лагерĕнче пулчĕç. «Эпир тăнăçлă пурнăçшăн» темăпа конкурс ирттерчĕç. Сывлăхпа кану лагерĕнчи ачасем конкурссене пурте питĕ активлă хутшăнчĕç, призлă вырăнсем те йышăнчĕç. Вĕсен хăйсене çул-йĕр правилисене пĕлнине кăтартмалла пулчĕ тата «Эпир тăнăçлă пурнăçшăн» темăпа ÿкерчĕксем турĕç. Çул-йĕр правилисене тĕрĕс кăтартассипе 1-мĕш вырăна иккĕмĕш отрядсем, 2-мĕш вырăна - виççĕмĕшсем, 3-мĕш вырăна иккĕмĕш отрядсем тухрĕç. Ÿкерчĕксемпе 1-мĕш вырăна А.Сорокина, 2-мĕш вырăна М.Петрова, 3-мĕш вырăна В.Иванов çĕнсе илчĕç. Велосипедпа тĕрлĕ фигурăсем туса 1-мĕш вырăна В.Михайлов. 2-мĕш вырăна М.Чикнуров, 3-мĕш вырăна В.Иванов тухрĕç. Хăш-пĕр çитменлĕхсене пăхмасăр ачасем чăннипех те пултаруллă пулчĕç.



03 августа 2010
00:00
Поделиться