Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ХХI ĕмĕрти банк

Ял хуçалăх предприятийĕн пуласлăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ ертÿçĕрен, вăл пурнăç таппипе утма ĕлкĕрнинчен нумай килет. Çук тесе йынăшса лариччен патшалăх паракан пулăшупа туллин усă курма пĕлни те хуçалăха ура çине тăрса аталанма пулăшать. Ĕçе юратакан, ÿркенмен фермерсем те самаях пуçĕсене çĕклерĕç. Ял халăхне ĕçпе тивĕçтерчĕç, укçа-тенкĕллĕ пулма пулăшрĕç.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ «Агропромышленность аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа вара пур тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсем кăна мар, уйрăм хушма хуçалăх тытса пурăнакансен те пурнăçĕ самаях аванланчĕ: выльăх-чĕрлĕх йышĕ çулсерен хушăнса пычĕ, ял хуçалăх продукцийĕсем ытларах та ытларах туса илме тытăнчĕç, сухаланмасăр выртакан çĕрсем пусă çаврăнăшне кĕрсе пычĕç, ĕç çыннисен шалăвĕ ÿсрĕ - çакă вара пурте «Раççей ял хуçалăх банкĕ» ĕçлеме тытăнса çăмăллăхлă кредитсем панипе çыхăннă. Вăл республикăра 10 çул ытла ĕçлет, пирĕн районта вара 2007 çултанпа хресченсене пулăшать. Вăл ХХI ĕмĕрти чи вăйлă аталанакан банксенчен пĕри тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Паянхи куна кунтан тĕрлĕ тĕслĕ кредитсем илме пулать: хушма хуçалăха аталантармалли (ЛПХ), автокредит, пенсионерсене параканни, вĕренме каймалли, питĕ кирлĕ вăхăтра та укçан парса пулăшаççĕ тата ытти те. Унсăр пуçне банкомат та халăха туллин тивĕçтерет.

Кăçалхи 6 уйăхри кредит панисене тишкерни çакна кăтартса пачĕ: иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе Чăваш Республикипе илсен халăха кредит парасси 85 процент ÿснĕ - 357 миллионпа танлашнă. Пирĕн районта халăха кредит парасси 46 процентпа танлашнă, 16 миллион та 700 пин тенкĕлĕх, 149 çыннăн ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернĕ. Иртнĕ çулта çак вăхăтра кредит илес ыйтупа 102 çын заявлени çырса панă, пурин ыйтăвĕсене те тивĕçлипе татса панă. Банк аталанăвĕ – бизнесри шанчăклă партнерсенче, пирĕнпе таччăн çыхăну тытакансенче. Çĕнĕлле улшăнусем пулса пынă вăхăтра малтисен ретĕнче пулма тăрăшни те ĕçре нумай усă кÿрет. Çынсем ытларах уйрăм хушма хуçалăх кредичĕпе, потребительсен ыйтăвĕсене тивĕçтерекенни, автокредитпа, çавăн пекех пенсионерсем те банк пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ.



03 августа 2010
00:00
Поделиться