Ыр çын яланах ыр ятлă
«Ир пулсан та, каç пулсан та, кăнтăрла та, çур çĕрте те, шăрăхра та, сивĕре те, ахаль кун та, праçникре те яланах ĕçре, чукун çул çинче»...– çак сăмахсене чăнахах тивĕç Вăрмар чукун çул станцийĕн мастерĕ Виталий Львович Ефремов.
Энĕшпуç ялĕнче ÿснĕскер вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн совхозра комбайнер, водитель пулса ĕçлет. 1991 çултан чукун çул çинче монтер ĕçне кÿлĕнет. Салтакран таврăнсан, Горькири чукун çул училищине вĕренсе пĕтерсен, чукун çул бригадирĕ ĕçне пурнăçлать. 2001 çулта Вăтам Кипеч станцийĕнче чукун çул мастерĕ пулса ĕçлеме пуçлать.
Ĕçри хастарлăхне, тăрăшулăхне курса Виталий Львовича çав çулах Вăрмар станцин чукун çул мастерне куçараççĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах куçăмсăр майпа чукун çулăн Улатăр хулин техникумĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухать. Кунран кун, çултан çул – 18 çул хушши – ырми-канми ĕçлет вăл çак çăмăл мар ĕçре. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тав хучĕсем сахал мар унăн. 2009 çулта Канаш хулин пуçлăхĕ В.Полукарова Виталий Львовича Хисеп грамоти парса чыслать...
Вăрмар вокзалне уçнă чухне Горьки чукун çул начальникĕ А.Лесун Виталий Львовича ĕçри лайăх кăтартусемшĕн Хисеп грамотипе хавхалантарать. «Хальхи саманара чукун çул çинче те ĕçлеме çăмăлах мар. Кăçалхи шăрăх çанталăк пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратать. Çапах та поезд сасси мана савăнтарать те, йăпатать те, хумхантарать те», – тăсать хăйĕн калаçăвне тăрăшуллă мастер.
Вăрмарта пурăнать пулсан та Энĕшпуçĕнчи хуçалăха та манмасть вăл:выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет, ачисене ĕçлеме вĕрентет. Мăшăрĕпе, Ирина Мхайловнăпа (Энĕшпуç шкулĕнче педагог-психолог пулса ĕçлет), 2 ывăл пăхса çитĕнтереççĕ.
Ырлăх-сывлăх, çемьере килĕшÿлĕх, тату пурнăç сунар ăна малашне те.