Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нăрваш Шăхалĕнчи тупăшусенчен

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче велосипедпа чупас енĕпе Раççей спорт мастерĕн В.Мулендеевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн тата Н.Ильин спорт мастерне асăнса республикăри ăмăртусем иртнĕ.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнче спортсменсем 5 километрлă дистанцие старта пĕчченшерĕн тухнă.

1998-1999 çулхи хĕр ачасем хушшинче М.Чубукова (Çиçтĕпе) виççĕмĕш, 1996-1997 çулсенчи арçын ачасенчен 10 километрлă дистанцире Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çакна палăртма кăмăллă: кăçал вăл тĕрлĕ ăмăртусенче пĕр дистанцие те выляса яман. В.Васильева (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш пулнă. 1994-1995 çулхисем хушшинче Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ăс пухакан Р.Боредский (Пинер) иккĕмĕш вырăна тухнă. 1992-1993 çулхи спортсменсенчен 15 километрлă дистанцие К.Питруков (Кĕтеснер) выляса илнĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренкен М.Семенова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пултаруллă спортсменсене ăсталăха пухма В.Сидоровпа А.Саминов тренерсем хăнăхтараççĕ. Иккĕмĕш кунĕнче те ăмăртусем çивĕч иртнĕ. Ушкăнпа чупса ăмăртнă.

1998-1999 çулсенче çуралнисенчен 5 километрлă дистанцире М.Чубукова виççĕмĕш вырăна тухнă. Арçын ачасенчен Н.Месников (Мăнçырма) çĕнтернĕ.

1996-1997 çулхи арçын ачасем 60 километр чупса тупăшнă. Д.Яковлев финиша чи малтан пырса çитнĕ. В.Михайлов (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Н.Михайловпа (Кивĕ Вăрмар) В.Чубуков (Çиçтĕпе) лайăх результатсем кăтартнă. 1994-1995 çулсенчи арçын ачасем 45 километр дистанцире чупнă. Спорт мастерĕ Р.Боредский иккĕмĕш вырăн йышăннă. 1992-1993 çулсенче çуралнисем те 15 километр чупнă. Ку хутĕнче те К.Питруков пĕрремĕш вырăн йышăннă. Пултаруллă спортсменка М.Семенова кăçалхи августăн 3-7-мĕшĕсенче Санкт–Петербург хулинче ирттерекен çуллахи Раççей Спартакиадине хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех пирĕн спортсменсем Чăваш Ен кубокне çĕнсе илессишĕн Шупашкарта тата Çĕмĕрлере ирттерекен финалта ăмăртусене хутшăнаççĕ.



03 августа 2010
00:00
Поделиться