Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çынсемпе курнăçни – пĕлтерĕшлĕ

Чылайранпа çумăр çумасăр шăрăх çанталăк тăни, вăрмансем çунни, тавралăха тĕтĕм-сĕрĕм сырса илни çынсен умне нумай йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи лару-тăрупа паллашас, ырă мар çанталăк пăтăрмахĕсене сирме пулăшакан ĕç-хĕле палăртас тĕллевпе ЧР Президенчĕн полномочипе тивĕçтернĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев Пăрачкавпа Улатăр районĕсенче пулнă.

Пăрачкав салинче çурт-йĕре çĕнĕлле пулмалли тата ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртмелли проект пурнăçланать. Унпа паллашнă май ял хуçалăх министрĕ «Пăрачкав - çирĕм пĕрремĕш ĕмĕр ыйтнине тивĕçтерекен территори пулнине, кунта çынсене пурăнма тата канма мĕн пур услови пуррине» палăртнă. Пăрачкав район администрацийĕнче районăн социаллă-экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ. М.Игнатьев çавăн пекех Напольное ялĕнчи вăтам шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе паллашнă. «ПорецАгро» хуçалăхра ял хуçалăх министрĕ вырма ĕçĕсемпе тата пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне мĕнле кĕртсе пынипе кăсăкланнă. Çĕр хатĕрлени пирки ыйтса пĕлнĕ. «Тем пек йывăр пулин те ял халăхĕ алă усса лармасть, вăй çитнĕ таран ĕçлет, шухăшланине пурнăçлать. Кашни тăваткал метр çинчи тыр-пула тăкаксăр пухса кĕртмелле», - тенĕ М.Игнатьев комбайнерсене тăван çĕре юратса тухăçлă ĕçленĕшĕн тав туса. Унтан Улатăрти тĕп больницăна кайнă.



06 августа 2010
00:00
Поделиться