Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ÿркенменнисем шанăçа çухатмаççех

«Арабоси» агрофирмăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1947 гектар çинчен пухса кĕрмелле. Хальхи вăхăтра 1755 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, ку вăл планпа палăртнинчен 90,1 процент пулать. Пурĕ 958 тонна тĕш тырă çапса илнĕ.

Тухăçĕ ытлах савăнтармасть, мĕншĕн тесен çакă çанталăк условийĕсемпе çыхăннă. Шăрăх çанталăкра вырмана хутшăнакансен ĕç условийĕсене еплерех йĕркеленипе тата механизаторсен шухăш-кăмăлне пĕлес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тата унăн заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕпе çĕрпе пурлăх тата экологи пайĕн начальникĕ Л.Петров Аслă Чак уйрăмĕнчи уй-хире çитсе килчĕç, вырмана хутшăнакансемпе курса калаçнă май, ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Мĕн пуррине ăнăçлă пухса кĕртсе, малашлăха ĕненсе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемеллине, ÿркенменнисем шанăçа çухатманнине палăртрĕ Константин Владимирович.



06 августа 2010
00:00
Поделиться