«Асаттепе асанне – хакли çуккă сирĕнтен», –
тесе ыталать Эçпепе ялĕнчи Ивановсене мăнукĕ Константин - аслă ывăлĕн, Юрийĕн, ачи. Чăннипех те хаклă вĕсем уншăн, ахальтен мар ĕнтĕ вăл, Вăрмарта пурăнаканскер, кунне виççĕ те хутлама пултарать Эçпепене аслашшĕпе асламăшĕ патне. Икĕ ватăн вара ачисемпе мăнукĕсем киле килсен чунĕсем уçăлса каяççĕ, куçĕсем савăнăçпа тулаççĕ. Лидия Георгиевнапа Виталий Иванович Ивановсем ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхтарса ÿстернĕ. Вĕсем вара виççĕн: асли - Юрий, хĕрĕ - Марина, тепĕр ывăлĕ - Сергей (шел пулин те вăл çамрăклах çĕре кĕнĕ). Аслă ывăлĕ çемйипе Вăрмар поселокĕнче çурт çавăрса тĕпленсе пурăнать. Мăшăрĕпе, Наталия Петровнăпа икĕ ача - Константинпа Кристинăна - çуратса тĕрĕс-тĕкел çитĕнтернĕ. Хĕрĕ, Марина, Пысăк Енккасси ялĕнчи Владимир Ивановича качча тухса çав ялтах пурăнать. Вĕсен виçĕ хĕр - Елена, Александра тата Анастасия. Ачисемпе мăнукĕсем пурте ăш-пиллĕ те тарават - çакă мар-и-ха ватăлмалăх кунри чи пысăк телей. Ĕçчен те ырă кăмăллă мăшăр пĕр-пĕрне юратса, хакласа пурнăç çулĕпе 50 çул ытла пĕрле утать. Вĕсем 1958 çулта пĕрлешсе çемье çавăрнă. Ялти пĕр кивĕ çурта туянса уйрăлса тухать çамрăк мăшăр. Умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса çĕнĕ кил-çурт та çавăраççĕ, ачи-пăчисене те çуратаççĕ, йывăç лартса сад ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çав хушăрах ĕçе те çÿреççĕ. Сăмах май каласан, ялти ятлă çемьен кил хуçи Виталий Иванович, ялти шкултан 7 класс вĕренсе тухсан, конюхра вăй хума тытăнать.Часах çамрăкăн салтак ячĕ тухать. Мурманск хулине лекет службăна. Вăл вăхăтра служба вăхăчĕ хальхи пек пĕр çулталăк пулман, 3 çул та 6 уйăх салтак атти тăхăнма тивнĕ ăна. Салтакран таврăнсан тÿрех Вăрмар поселокĕнчи сĕтел-пукан фабрикинче платникре ĕçлеме тытăнать. Алли ăстине кура, чылай кăткăслă япаласене тума пултарнипе ăна коммунальнăй хуçалăха ĕçлеме чĕнеççĕ. Унта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн, районта аш-какай комбиначĕ тума тытăнсан, строительство ĕçĕсене пурнăçлама куçать. Стройка ĕçĕпе кăна çырлахмасть çамрăк арçын, тракториста та вĕренсе пăхма кăмăллать. Вăл вăхăтра районти МТСрах тракторист правине вĕренсе илме май пулнă. Тракториста вĕренсе тухсан вăл 1966 çулта Мичурин ячĕпе хисепленекен тăван колхозра ĕçлеме тытăнать. 24 çул ытла тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлать вăл тракторпа хуçалăхра. Çак хушăра тĕрлĕ Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене, медальсене те сахалах мар тивĕçнĕ ĕçе юратакан В. Иванов тракторист. Чи хакли вара уншăн ял хуçалăх производствинче пысăк кăтартусемпе ĕçри çитĕнÿсемшĕн РСФСР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе панă награда. Çак çитĕнÿсем вара çумри мăшăрĕ, Лидия Георгиевна пулăшса пымасăр пулманнине палăртать 80 çула çитекен ĕç ветеранĕ. Эрех-сăрапа иртĕхмен, урă пурнăç йĕркине кăмăллакан кил хуçи тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ватăлтăм тесе алă усса лармасть, тĕрлĕ çĕрте платник ĕçĕсене пурнăçлать, çавна май ывăлĕсем те ĕçе хăнăхса пыраççĕ. «Ачасем хамран та ирттереççĕ, мăнукăм Константин та маххă памасть, унăн та алли пур çĕре те çыпăçать, мĕн тытать - пурте кал-кал пулса пырать», - тет Виталий Иванович мăнукĕпе савăнса.
«Вăхăт питĕ хăвăрт шăвать, вăл кунсен шутне васкатать, улшăнусем патне чĕнет, çĕнĕ ăрусене илсе килет. Ачасем пĕр сисĕнмесĕрех çитĕнеççĕ, çамрăксем аслă çулсене çитеççĕ. Халĕ мăшăрăмпа иксĕмĕр вĕсем мĕн ĕçленине пăхса савăнса кăна пурăнатпăр», - тет малалла В.Иванов. Этем кун-çулĕнче кунтан ытларах тата мĕн кирлĕ, малашне сывлăх кăна пултăр.