«Чĕрĕллех пиçетпĕр»
2010-мĕш çулла пурин асĕнче те юлĕ. Нихăçанхинчен шăрăх кунсем пурне те йăлăхтарса çитерчĕç ĕнтĕ. Уйрăмах аслă ăрури çынсем, ачасем, чĕре чирĕпе, аллергипе аптăракансем йывăр туяççĕ хăйсене.
Çуллахи вăхăтра ĕçмелли эмелсен дозине ан чакарăр, вуçех те ĕçме ан пăрахăр. Юн пусăмĕ пысăк пулнипе аптăракансен çĕр участокĕнче ĕçленĕ хушăра ытла пĕшкĕнме, пуçа аяла пĕкме юрамасть. Ку юн пусăмне сисмелле мар хăвăрт ÿстерсе яма пултарать. Ĕç режимне çирĕп пăхăнмалла. Енчен те сывлăш пÿлĕнчĕ, пуç ыратрĕ, çаврăнчĕ пулсан, чĕре ыратни хăй çинчен систерме пуçларĕ пулсан, ĕçе пăрахăр. Вĕрире ĕçлемесен лайăхрах. Ал айĕнче тонометр пултăр. Пуç ыратни яланах юн пусăмĕ ÿснипе кăна пулмасть, ытлашши ывăннăран, стрессран та пулать. Юн пусăмне чакармалли эмел ĕçни юн пусăмне сасартăках чакарса тăнсăр пулни патне илсе çитерме пултарать. Физикăлла тата эмоциллĕ напряженисем сахалрах пулмалла, вĕрирен, çилтен, нумай апат çиессинчен, кофе ĕçессинчен хăрамалла. Уйрăмах шăрăх кунсенче какай сахалрах çимелле, нумайрах ÿсен-тăран, сĕт апачĕ, сахалрах, анчах та тăтăшрах çимелле. Чĕрепе аптăракансен хĕвел хытă хĕртнĕ вăхăтра урама тухмалла мар. Ку вăл ирхине 11.00 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен. Тухсассăн та сулхăн вырăн шырамалла, çÿхе, çутçанталăк япалинчен тунă тум тăхăнмалла. Вĕрирен çăлăнас тесе ытлашши сивĕ шыва ан кĕрĕр. Кăшт ăшăрах шыв ÿт çинчи çу сийне çуса ярать, вĕт шăтăксене уçса тире сывлаттарать.
Аллергипе чирлекенсене те хăш-пĕр сĕнÿсене пăхăнни çанталăка тÿссе ирттерме пулăшать. Пурăнакан вырăна шывпа пĕрĕхсех тăмалла, урайне час-часах çумалла. Çемçе диван-креслосем, теттесем, кавирсем, йывăр кантăк каррисем нумай тусан пуçтараççĕ. Вĕсене пуçтарса е хупласа хумалла. Урамра тĕтĕмлĕ чухне чÿречесене вазелин е тип-çу сĕрнĕ марльăран тунă сеткăсемпе хупмалла. Пÿртри сывлăша тасатмалли приборсемпе усă курсан, паллах, лайăхрах. Талăкри шыв ĕçмелли дозăна ÿстермелле. Ученăйсем шутланă тăрăх вĕретнĕ ăшă шыва е чее пĕчĕкшер порцисемпе час-часах ĕçмелле. Ют çĕршывран илсе килнĕ çимĕçсемпе асăрхануллă пулмалла. Кунне икĕ хутчен те пулин ăшă шывпа чÿкенмелле. Çак канашсемпе сĕнÿсене усă курни шăрăха çăмăллăнрах тÿссе ирттерме пулăшĕ.