Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хăвăр хуравланă тăрăх кăна

Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕччен - вăл кăçалхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртет - нумай юлмарĕ. Çĕршывра пурăнакансен йышĕ пирки кăтарту пухасси, çыравçăсен ĕçне йĕркелесси çинчен паянхи кăларăмра Чăвашстатăн пай пуçлăхĕ Е.Петрова каласа парать.

Статистикăн халăхпа çыхăннă тĕрĕс пĕтĕмлетĕвĕсене илме мĕн пур кăтартăва çыравăн пĕр дати тĕлне пухаççĕ, вăл - 2010 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнчи 0 сехет. Çынсенчен шăпах çак вăхăт тĕлнехи лару-тăру пирки ыйтса пĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, октябрĕн 14-мĕшĕнчи 0 сехет хыççăн çуралнă ачасене шута илмеççĕ. Çырав докуменчĕсене кĕртнĕ самант тĕлне пурнăçран уйрăлнисем, анчах та шутлав пуçланнă чух чĕрĕ пулнă çынсем пирки вара çырса хураççĕ.

Мероприяти октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртет терĕмĕр. Апла тăк çыравçă сирĕн пата çак тапхăрта кирек хăш кун та пыма пултарать. 2002 çулхи çыравра çурт-йĕре çитсе кăтарту илме хăçан пымаллине маларах палăртнăччĕ, халĕ çак йĕркене пăрахăçланă. Çапла вара яваплă специалиста 14-мĕшĕччен кĕтмелле мар.

Бланксене хуравăр тăрăх кăна тултараççĕ, сăмахăрсене документпа çирĕплетме хушмаççĕ. 14 çул çитнĕ тĕк хăвăрăн пĕлтерме юрать, унран кĕçĕнреххисемшĕн ашшĕ-амăшĕ е çывăх çынни хыпарлать.

Çырав хучĕсене киле пырса йĕркелеççĕ. Çак меле хирĕçлетĕр тĕк хăвăр пурăнакан вырăнти стационар участокне кайса хуравлама пултаратăр. Ун пеккисене 627 уçаççĕ.

– Тăван чĕлхепе хуравлама юрать-и?

– Ыйтăма вырăсла ирттереççĕ. Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕрекен республикăсенче ăна çав хутлăхри патшалăх чĕлхипе пурнăçлама юрать. Чăваш Республикинче вĕсем иккĕ пулнă май вырăсла та, чăвашла та йĕркелеме ирĕк параççĕ. Чăваш, пушкăрт, тутар, бурят, тува, якут чĕлхисене Раççей халăхĕн çырав хучĕсенчи ыйтăвĕсене тăван чĕлхепе куçармаллисен переченьне кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ыйтусен пуххине туса пĕтерчĕ. Çыравçă бланксене çапах та вырăсла йĕркелет.

– Çырав вырăнĕ текен ăнлава уçăмлатса памăр-ши?

– Халăх çыравне палăртнă çĕрте ялан пурăнакан çынсем, гражданствăна пăхмасăр, вăхăтлăх çуккисене те шута илсе, хутшăнмалла.



06 августа 2010
00:00
Поделиться