Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хамăртан килет

Çулталăк пуçланнăранпа районта 23 пушар пулнă, вут-çулăмра 2 çын вилнĕ. Цифрăсем хăратаççĕ. Шăрăх çанталăка пула Раççейри нумай облаçсемпе республикăсенчи вăрмансенче çулăм алхасма пуçларĕ. Ку уйрăм çынсем тимсĕр пулнипе те, кĕленче савăтăн линза эффекчĕпе те çыхăнчĕ пулас. Апла-и е капла-и - вут-çулăм хăйĕн сăтăрне тăватех. Çавăнпа та кашни ял тăрăх тата хуçалăх ертÿçисене те кашни ял тавра 3-5 метр сарлакăш хăйне евĕр хÿтĕлевлĕ чикĕсем - суха анисем - тума сĕнесшĕн.


06 августа 2010
00:00
Поделиться