Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пахчаçă-ăстаçă - паллă сутуçă

Çакăн пек хĕрарăмсем пирки ĕнтĕ вырăссен паллă поэчĕ А.Некрасов: «Чупса пыракан лашана та чарать, çунакан пÿрте те кĕрет», - тесе çырнă. Сăмахăм Валентина Николаевна Христофорова (хĕр чухнехи хушамачĕ Виноградова) çинчен. 1954 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче Тупах ялĕнче çуралнă вăл. 10 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатне ĕçе кĕнĕ. Унтан Вăрнарти 8-мĕш професси училищинче пахчаçă-ăстаçă профессине алла илнĕ. Мускав облаçĕнчи «Первое Мая» хуçалăх, каярах Тутар Республикинчи «Майский» совхоз теплицисенче ĕçленĕ.

Вăрнарти училищĕре вĕреннĕ вăхăтра йĕлтĕрпе чупассипе III-мĕш разряд илнĕ. Малаллах ăнтăлас килнĕ Валентинăн, çавăнпа та вăл пĕлĕвне тăсма ку хутĕнче те Вăрнарти совхоз техникума вĕренме кĕрет, алла агроном специальноçне илет. Ун хыççăн çамрăк специалист хамăр районти «Чувашия» совхозра ферма заведующийĕнче, уй-хир бригадирĕнче тăрăшать. Çĕр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман, çавăнпа та кунне-çĕрне пĕлмесĕр тимлемелли те сахал мар пулнă унăн. Вăтакасри Геннадий Гаврилович Христофорова качча тухнă май çав ялтах пурăнать. Мăшăрĕ тата ывăлĕ Эдуард çĕре кĕнĕ хыççăн ялтан тухса кайма тивет.

Пурнăç малаллах - пĕр хушă ун чухнехи Вăрмарти «Центр» муниципаллă унитарлă предприятин Кивĕ Вĕренерти хуçалăхĕнче агроном пулса вăй хурать. Хальхи вăхăтра, 5 çул хушши, Канашри «Сортсемовощ» тулли мар яваплă обществăн вăрлăх сутакан киоскĕнче ĕçлет Валентина Николаевна. Çын татăлма та пĕлмест кунтан çурхи-çуллахи кунсенче.

Шутнерпуçĕнче пурăнакан, Пысăк Енккасси шкулĕнчи 3-мĕш класран вĕренсе тухнă Наташа мăнукĕпе, Алина кинĕпе тачă çыхăну тытать. РФКП членĕ пулнă май çак партин чылай наградисене тивĕçнĕ вăл. Ирĕклĕ Раççейре пурăнакан кашниех хăйĕн валли çынлăха хирĕç кайман идеологи суйласа илсе ăна тытса пыма пултарать. Валентина Николаевнана малашнехи пурнăçĕнче ăнăçу çеç сунас килет.



06 августа 2010
00:00
Поделиться