Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç çăл куçран пуçланать

Шывсăр пурнăç çук. Çакна Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракансем лайăх ăнланаççĕ. Акă Патти ялĕнче нумаях пулмасть çăл куçа тасатса тирпей-илем кĕртрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова Патти ялĕнче пурăнакансемпе çăл куçа тирпей-илем кĕртмелли пирки калаçнă хыççăн вырăнти халăх кар тăрса çак ĕçе пуçăнчĕ. Асăннă ял тăрăхĕн специалисчĕ Н.Иванова ертсе пынипе ялта пурăнакан Ю.Захаров, А.Никифоров, Ю.Сорокин, Васильевсен, Ивановсен çемйисем, çамрăксем çак ĕçе пур хастарлăхпа хутшăнчĕç. Халĕ çăл куç патне ватти-вĕтти шыв ăсма, шăрăх çанталăкра уçăлма, канма çÿреççĕ.



06 августа 2010
00:00
Поделиться