«Раççей гражданĕсене - хăтлă çурт-йĕр»
приоритетлă наци проекчĕ пирĕн районта ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çавна май райадминистрацин строительство тата обществăлла инфратытăм пайĕ «2012 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Арапуçĕнче пурăнакан А.Порфирьевăна свидетельство панă. Вĕсен 7 çынран тăракан çемйи 129,68 тăваткал метр çурт-йĕр хăпартать. Социаллă пулăшу 1миллион та 25 пин те 660 тенкĕпе танлашнă. Поселокра пурăнакан, çакăнтах «Зоренька» ача садĕнче вĕрентекен-логопед пулса ĕçлекен Т.Тимушкина (çемйи 5 çынран тăрать) 671 пин те 180 тенкĕ социаллă пулăшăва тивĕçнĕ. Вĕсем 131,93 тăваткал метр çурт-йĕр хăпартаççĕ. Мăнçырмари «Березка» ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлекен И.Михайлова (вĕсен 4 çынран тăракан çемйи 136,4 тăваткал метрлă çурт-йĕр хăпартать) 533 пин те 330 тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илчĕ.