Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Социаллă-экономикăллă ыйтусемпе ĕçлĕ тĕл пулу

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин республикăн тĕп хулинче - Шупашкарта - ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕпе Г.Черновапа Пинерте çĕнĕ шкул çуртне хăпартса лартас ыйтăва сÿтсе явнă.

Паянхи куна 152 ача вĕренмелĕх çĕнĕ шкул çуртне хăпартма ятарлă проектне туса хатĕрленĕ, малалла ытти хут ĕçĕсене пурнăçламалли татах та пур-ха. Ку ĕçсене пурнăçлама хальлĕхе район бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Константин Владимирович çав кунах Чăваш Республикин Хула строительствипе обществăлла инфратытăм аталанăвĕн министрĕпе А.Гончаровпа тĕл пулса кивĕ тата пурăнма юрăхсăр çуртсенчи граждансене çĕнĕ çуртсене куçарассипе ĕçлекен республикăри ятарлă программа районта еплерех пурнăçланса пынин ыйтăвне сÿтсе явнă.

Ун хыççăн ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн заместителĕпе Н.Осиповапа курнăçнă. Вĕсем тĕл пулура çемьене тата ачасене пулăшакан Вăрмарти центра сыхласа хăварас ыйтăва пăхса тухнă. Пур ыйтăвĕ те районăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕ пирки пынă.



06 августа 2010
00:00
Поделиться