Ун пек çын сайра тĕл пулать
Район центрĕнче «Хĕрлĕ ялав» хаçат сотрудникĕсемпе тĕл пулса калаçнă чухне те, Галина Германовна Матвеевана курсан та, яланах Герман Матвеевич Матвеева аса илетĕп. Пурăннă пулсан июнь уйăхĕнче вăл 85 çул тултарнă пулнă пулĕччĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр самантсем аса килеççĕ.
Райхаçат редакцийĕнче ĕçлекенсене эпĕ шкулта вĕреннĕ чухнех чылайăшне пĕлнĕ темелле: И.Волков редакторта ĕçленĕ вăхăтрах редакцине кĕркелесе тухнă. Шкул ачисем тимĕр-тăмăр, кивĕ хут, кĕл пухни çинчен пилĕк-ултă йĕркерен тăракан пĕчĕк хыпарсем парса хăваркаланă, вĕсем те вара хаçат страницисем çинче вырăн тупкалатчĕç. Хаçатра Кивĕ Вăрмар çынни - Михаил Авксентьевич Авксентьев ĕçлеме пуçласан вара, маншăн редакци алăкĕ яланах уçă пулнă, унта хаваспах кĕнĕ.
Герман Матвеевичпа Михаил Авксентьевич питĕ туслă пулнă. Вĕсем час-часах пĕр-пĕрне хăйсем шутласа кăларнă «йĕплĕ» сăвăсемпе йĕкĕлтетчĕç. Кайран вара ахăлтатса кулатчĕç.
Герман Матвеевич питех те ответлă та пархатарлă ĕçре вуншар çул чунне парса ĕçленĕ талантлă журналист. Ăна районта пĕлмен пĕр çитĕннĕ çын та пулман. Вăл районта ертсе пыракансем умĕнче те, колхоз, совхоз, промышленность предприятийĕсен руководителĕсем умĕнче те пысăк хисепре пулнă. Радиопередачăсем пысăк пахалăхлă пулнă. Ку ĕçе ăнăçлă пурнăçласси çынпа тачă çыхăнса ĕçлессинчен килнине Герман Матвеевич лайăх ăнланнă. Кашни хуçалăхах хăй çитсе курнă. Производствăра ĕçлекенсемпе, специалистсемпе курса калаçнă.
Радиовещани ĕçне пĕлсе йĕркелени пысăк вырăнта тăнă. Куна тума вара ăна Анисса Белова журналист пулăшса пынă. Вăл Герман Матвеевичăн «сылтăм алли» пулнă. Тĕрлĕ сăлтавсене пула Г.Матвеевич ĕçре пулмасан А.Белова хăех передачăна хатĕрленĕ.
Çак вăхăтра пирĕн районти радиовещани республикăра пĕр-пĕччен икĕ дикторпа калаçнă (арçынпа хĕрарăм сасси). Дикторĕсем те район çыннисем хисеплекен çынсем пулнă. Пĕри - район больницинчи хируг Ю.Петров, тепри - райхаçат сотрудникĕ А.Белова. Ун чухне республика шайĕнче тĕрлĕрен семинар-канашлусем нумай пулатчĕç. Пĕр канашлăвĕ Çĕрпÿ хулинче пулса иртнĕччĕ. Унта эпир районтан виçĕ çын кайрăмăр. КПСС райкомĕн организациллĕ пай заведующийĕ Н.Муллин, Г.Матвеев радиоорганизатор тата эпĕ. Çак семинар-канашлура Герман Матвеевича пĕр кĕтмен çĕртен, вăл мĕнле ĕçлесе пыни çинчен каласа пама ыйтрĕç. Уйрăмах «Кĕлпук мучи шăллĕ» ятлă сатирăллă кăларăма мĕнле йĕркеленипе интересленчĕç. Ун çинчен Герман Матвеевич чăвашла, питĕ кулăшла каласа пачĕ. Ун хыççăн ыттисем те пурте чăвашла тухса калаçрĕç.
Сăмах ăсти пулнă вăл, такама та пĕлнĕ. Материалĕсем центрта тухса тăракан хаçат-журналсенче те пичетленетчĕç. Сăмахран, «Сельская жизнь» хаçатра, «Огонек» журналта вăл пичетленнине лайăх ас тăватăп.
Чăваш писателĕ - поэчĕсем, артистсем тата ытти паллă çынсем пирĕн района килсен Герман Матвеевич патне кĕрсе тухмасăр хулана кайман. Ун çинчен ыранах радиовещани урлă района хыпар сарăлнă. В.Алентей писатель, Е.Никитин артист вара пушшех Вăрмар радиовещанийĕпе тачă çыхăну тытнă. Вĕсем пулăшнипе тем тĕрлĕ передачăсем те хатĕрленĕ.
Хăйĕн çамрăклăхне аса илме юрататчĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса çĕршыв вăй илсе пынипе мухтанатчĕ. Хăй Амур облаçĕнчи пĕр шахтăра, каярахпа Тутар обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулнă Ф.Табеевпа пĕрле ĕçлени çинчен каласа паратчĕ. Хамăр ентеш, Социализмла Ĕç Геройĕ К.Петрова çырупа ярса паракан материалсене, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ерчетес опытпа паллаштаракан çĕнĕлĕхсемпе усă куратчĕ хăйĕн передачисенче. Обществăлла ĕçсене нумай хутшăннă Герман Матвеевич. Тем тĕрлĕ комисси членĕ те пулнă, вăл шутра халăх контролĕн районти комитечĕн членĕ те. Çыхăну ĕçченĕсен районти узелĕнчи парти организацине пĕр улшăнмасăр вуншар çул ертсе пынă.
Ĕçленĕ хушăрах Герман Матвеевич хăйĕн сывлăхĕ начарланса пынине туйма пуçларĕ. Ăна больницăна хучĕç. Темиçе кунтан эпир çыхăну узелĕн начальникĕпе Георгий Николаевич Николаевпа иксĕмĕр ун патне кайрăмăр. Вăл пире курсан, хăйне йывăр пулин те кулса ячĕ, унăн куçĕсем шывланчĕç. Калаçнă хушăра: «...Тепĕр икĕ-виçĕ эрнерен ĕçе тухатăпах пулĕ-ха», - терĕ.
Г.Матвеев талантлă журналист ячĕ, унăн сăнĕ ăна лайăх пĕлнĕ çынсем хушшинче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.