Сахал пулсан та пуçтарăнать
О.ВАСИЛЬЕВ, райадминистрацин тĕп специалист-эксперт-зоотехникĕ. |
Чăтма йывăр шăрăх çанталăк пурне те чунне витерчĕ. Ÿсен-тăран шывсăр аптăрать, çынсем валли те вăл хĕсĕк. Улăх-çаранпа пынă чухне ура айĕнчи типĕ курăк çатăртатса пырать. Пурте çумăр çăвасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вырсарни кун пирĕн район территори çийĕн çумăр пĕлĕчĕ капланса тăни, аслати кĕмсĕртетни чылайăшĕн чунне савăнтарчĕ пулмалла, анчах та çумăрĕ тĕллĕн-тĕллĕн кăна кăштах çурĕ, йывăç-курăк çулçисене тусантан тасатрĕ темелле. Нумай çул ÿсекен курăксене çулса пухнăранпа вăхăт чылай иртрĕ пулин те, каю çаплипех çитĕнеймест. Каюна шанса маларах утă-улăм хатĕрлеменнисен вара выльăх апачĕ хатĕрлессипе чылай пăтăрмахсем тухса тăчĕç. Хăш-пĕр хуçалăхсен пĕлтĕрхи утă-улăм та чылай юлнă, кăçал та вĕсем хăйсен выльăхĕсене валли çителĕклĕ хатĕрленĕ. Тĕслĕхрен «Шигали» хуçалăхра паянхи куна140 тонна, «Арабоси» агрофирмăра 500 тонна утă хатĕрленĕ, çав вăхăтрах чылай хуçалăхсенче выльăх апачĕ çукпа пĕрех. Лару-тăру пĕрре те çăмăл мар, шăрăх чакмасть, кун пек пулсан каюна çăлса илмелли пирки ĕмĕтленмелли кăна юлать. Уйрăм хуçалăхсенче пурăнакансем каюна сахал пулсан та çулса тирпейлеççĕ. Кам лашапа, кам ял хуçалăхĕн пĕчĕк техникипе уя тухса курăк пуçтарать. Сахал пулсан та пуçтарăнать, теççĕ ассăн сывласа. Çак тапхăрта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе аталантарассинче кредитсемпе усă курассине вăя кĕртмелле. Халăха хамăр туса илекен продукципе тивĕçтерме тăрăшмалла. Утă-улăма тата фуражлăх тĕш тырăна та халăха кирлĕ чухлĕ йÿнĕрех хакпа памалла. Утă - улăмпа пĕрчĕллĕ культурăсене айккинчен туяннă чухне питех те асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен 2008-2010 çулсенче Çурçĕр Кавказ федераци округĕнче сысна чуми чирĕ енĕпе питех те пысăк йывăрлăхсем пулчĕç. Инфекци ересси килти хушма хуçалăхсенче те пулма пултарать. Чир-чĕр ересрен асăрханса çав тери сыхă пулмалла. Уйрăмах сысна çитĕнтерекенсен асăрханулăха ÿстермелле, вĕсене картишĕнче тытмалла, урама кăлармалла мар, ветеринари работникĕсемпе канашласа вĕсем мĕн хушнине тĕплĕн пурнăçламалла. Апата пĕçерсе кăна çитермелле, кун пек чухне ерекен инфекцисем сахалланаççĕ. Пĕлнĕ-пĕлмен çынсенчен выльăх-чĕрлĕх валли тĕрлĕрен утă-улăм е тĕш-тырă туянса юлмалла мар. Чи малтанах ветеринари работникĕсенчен ыйтса пĕлмелле. Выльăх апачĕ çук тесе алла усса ларни ырри патне илсе çитермест. Республикăри хăш-пĕр районсенчен хальхи вăхăтра Киров, Владимир, Тверь, Мускав облаçĕсене харпăр хăйсем валли утă-улăм, сенаж хатĕрлеме ятарлă бригада кайнă, пирĕн те çавăнта кайма пулать, опычĕ пур. Темле пулсан та шанчăка çухатмалла мар, асăрханулăхпа тимлĕхе ÿстерсе пирĕн выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăвармалла, продуктивлăха чакармалла мар. Августăн 6-мĕшĕ тĕлне районĕпе 7640 килограмм сĕт туса илнĕ, патшалăха 6723 килограмм сутнă. Кашни сăвакан ĕне пуçне шутласан талăкри вăтам сăвăм 11,9 килограмм шутланать. Ку енĕпе «Шигали» хуçалăх районта малтисен шутĕнче. Вĕсем пĕр ĕне пуçне вăтамран 12,9 килограмм сĕт сăваççĕ. |