Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн, халăх ырлăхĕшĕн
М.Игнатьев Чăваш Республикин Президент должноçне кĕнĕ май иртнĕ церемоние Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем, муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсем, Раççей субъекчĕсен представителĕсем, Чăваш Енĕн паллă çыннисем хутшăннă. Церемоние ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский ертсе пынă. Президент инаугурацине Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан делегаци те хутшăннă. Делегаци йышĕнче «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ Н.Петров, Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин тата Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкул директорĕн çумĕ С.Матросова пулнă.
Михаил Игнатьевшăн чи пĕлтерĕшлĕ самантсенчен пĕри, ахăртнех, тăван халăхпа Конституци шанăçне тивĕçлĕ пуласси пирки тупа туни пулнă. Ахальтен-и мăнаçлăхпа танах хумханни те палăрнă çак сăмахсенче: «Чăваш Республикин Президенчĕн полномочийĕсене пурнăçланă чухне Раççей Федерацийĕн Конституцине тата гражданин прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплеме тата пурнăçа кĕртсе пыма, Чăваш Республикин Президенчĕн пысăк тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама, халăхшăн шанчăклă ĕçлеме тупа тăватăп».
Çак сăмахсене Михаил Игнатьев Президент алă пусса çирĕплетнĕ. Михаил Михайловский Чăваш Енĕн çĕнĕ ертÿçи çине ЧР Президенчĕн тивĕç паллине çакса янă.
Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне пурнăçлама пуçлани пирки Указа алă пуснă хыççăн Михаил Игнатьев сăмах илнĕ. Хăйĕн тĕллевĕсене, ĕçĕсене палăртнă. «Тăван республикăн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсене палăртас тĕлĕшпе пирĕн çĕнĕ шухăшсем кирлĕ. Умра - малашлăх проекчĕ, ĕçĕн инноваци хатĕрĕсем. Вĕсене пурнăçа кĕртни тăван Чăваш Енĕн конкурент тивĕçĕсене тата çÿллĕрех шая çĕклеме пулăшĕ. Саманапа тан пымалла, экономикăн пушă, ирĕклĕ путăкĕсене алла илмелле, çĕнĕ производствăсемпе предприятисем уçмалла, инновацин малта пыракан технологийĕсене ĕçлеттерсе ямалла. Эпир сирĕнпе çапла тăвăпăр та», - тенĕ Михаил Васильевич. Çĕнĕ Президент тепĕр Указа алă пуснă. Вăл Николай Федорова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăлани çинчен пулнă.
Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Григорий Рапота Михаил Игнатьев ячĕпе янă салам телеграммисене вуласа панă. Вĕсем çĕршыв ертÿçисенчен - Дмитрий Медведев Президентпа Раççей Правительствин Председателĕнчен Владимир Путинран. Беларуç Президенчĕ Александр Лукашенко та, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин председателĕ Борис Грызлов та саламланă ăна. Григорий Рапота республика ертÿçине хăйĕн ячĕпе саламланă май çак шухăша палăртнă: «Чăваш Ене Николай Федоров ертсе пынă çулсенче кунта питĕ нумай улшăну пулчĕ, республика пур енĕпе те малалла ăнтăлчĕ. Анчах та пурнăçа кĕртмелли те сахал мар. Эпĕ çĕнĕ Президента умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп». Çакăн хыççăн Григорий Алексеевич Михаил Игнатьева РФ Президенчĕ Д.А.Медведев алă пусса çирĕплетнĕ Чăваш Ен Президенчĕн удостоверенине панă.
Унтан Н.Федоров трибуна умне тухнă. «Чăваш Ен халăхне тивĕçлĕ пуласси - пысăкран та пысăк тивĕç тата яваплăх. Пысăк мисси, йывăр хĕрес ку. Çăмăл мар пулсан та ăна çĕклесе пымаллах. Эпĕ Михаил Васильевича паянхи тата малашлăхри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма вăй, сывлăх, ăнăçу сунатăп», - тенĕ ЧР пĕрремĕш Президенчĕ.