Хисепе тивĕçнĕ
Нумай çул хушши вăл ялти Культура çуртĕнче ачасен «Шанчăк» фольклорпа инструментсен ансамбльне ертсе пырать. Çамрăк ăрăва юрă-кĕвĕ ăсталăхне, тавралăх илемне курма, ăна туйма вĕрентет. Вăл тăрăшнипе Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ те районта пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă. «Шанчăк» ансамбль районта, республикăра лауреат ятне тивĕçнĕ. Çак ĕçре вара Николай Николаевичăн тÿпи пысăк. Ĕçне кура - хисепĕ. Культура ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Николай Николаевич Гаврилова «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Иртнĕ кунсенче районта пулса иртнĕ канашлура çак ятпа ăна Чăваш Республикин суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн министрĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Л.Петрова саламласа удостоверени тата знак панă.
Паянхи кун та Николай Николаевич хăйĕн юратнă профессипе тăрăшса вăй хурать, çамрăксем пе, аслăрах ăрурисемпе концертсем лартать, вырăнти халăха юрă-ташăпа савăнтарть.