Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ентешпе мухтанатпăр

Сентябрĕн 17-мĕшĕнче ЧР Президенчĕн М.Игнатьевăн 129-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне нумай çул ăнăçлă туса пынăшăн Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе уйрăмĕн пай пуçлăхне Н.И.Егорова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă. Пирĕн ентеш çак чыса, хисепе илнĕшĕн эпир пурте савăнатпăр. Николай Иванович ачалăхĕ Кинчер ялĕнче иртнĕ. Кунтах ăс пухма шкула чупнă, ашшĕ-амăшĕ пилленĕ чĕлхене татах та тĕпчеме ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕчĕ вара чăнах та пурнăçа кĕрсе пынă. Çитмĕлмĕш çулсенче пулас ученăй-филолог Вăтакас ялĕн культура çурчĕн вучахне те аванах ялкăштарнă. Нумай халап-юмах, сăвăсем пĕлет вăл, купăса та туртать тепĕр чух. Каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухсан унтах ĕçлеме хăвараççĕ пултаруллă çамрăка. Ĕçленĕ хушăрах наука çулĕ çине тăрать, чылай монографисемпе брошюрăсен, тĕпчев ĕçĕсен авторĕ вăл, хаçатсемпе журналсенче те унăн пархатарлăхĕпе талантне курма пулать. Япшар чĕлхеллĕскер паянхи кун филологи наукисен докторĕ, профессор.



28 сентября 2010
00:00
Поделиться