Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пуласлăх - лайăх вĕренекенсенче

Кашни шкултах вĕрентекенсем ачасене пахалăхлă пĕлÿ парассипе тимлеççĕ. Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пирки те çакна каламалла. Ĕçленин усси пурах. Кунта вĕренекенсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Вĕсенчен пĕри асăннă шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Андрей Петров. Вăл кашни предметпах лайăх вĕренсе пырать. Вырăс, чăваш, акăлчан чĕлхисене, математика предмечĕсене вара ытларах кăмăллать. Шкулăн обществăлла ĕçĕсене те вăл активлă хутшăнать. Андрей класра лидерсен шутĕнче. Вĕренÿпе пĕрлех тĕрлĕ кружоксене те çÿреме кăмăл тăвать вăл. «Ирĕклĕ майпа кĕрешесси», «Компьютер» кружоксенче активлăхпа палăрать. Унпа пĕрлех ачасен Вăрмарти художествăлла пултарулăх шкулне те çÿрет. Республикăра, районта иртекен ăс-хакăл тупăшăвĕсене активлă хутшăнать, малти вырăнсене çĕнсе илет. Республикăра иртнĕ «Çулталăк вĕренекенĕ - 2004» конкурсра лауреат ятне çĕнсе илнĕ. «Эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин элчисем» республикăри конкурсра малти вырăна тивĕçнĕ. Çавăн пекех физика предмечĕпе иртнĕ «Вектор» олимпиадăра виççĕмĕш, районта иртнĕ «Золотое руно» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннă. «Русский медвежонок», «Чувашская ласточка», «Кенгуру», «Инфознайка» конкурссене хутшăнса дипломсене тивĕçнĕ.

«Манăн юратнă ялăм - таса ялăм» ятпа иртнĕ экологи операцине хутшăнса Андрей Петров Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.



28 сентября 2010
00:00
Поделиться