Хутса ăшăтмалли сезона хатĕр
«Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприяти 2010-2011 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Кун пирки тĕплĕнрех асăннă предприятин пуçлăхĕнчен Юрий Ефимович Никитинран ыйтса пĕлтĕмĕр.
- Юрий Ефимович, сирĕн предприяти хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе кăçал мĕнле ĕçсем туса ирттерчĕ?
- Иртнĕ çул хĕл сивĕ пулнине шута илсе эпир кăçал çуллахи вăхăтра чылай ĕçлерĕмĕр. Ăшă паракан трассăна 250 метр тăршшĕ çĕнĕ йышши пенополиуретановăй пăрăхсемпе çĕнетрĕмĕр. Çакă çĕр айĕнче чылай çул упранма май парать. Район администрацийĕ пулăшнипе иккĕмĕш номерлĕ котельнăйĕнче çĕнĕ котел илсе вырнаçтарнă, кунти ăшă паракан пăрăхсене улăштарнă. Пĕрремĕш номерлĕ котельнăйĕнче хурçăран тунă шыв ăшăтакан прибор 2 комплект вырнаçтарнă. Унсăр пуçне Мăнçырмари, Кĕтеснерти котельнăйсенче ăшă паракан оборудованине юсанă. Энĕшпуçĕнчи котельнăйĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ. Кунти пĕр котелне юсанă, насуссене çĕнетнĕ. Пурĕ 1 миллион та 200 пин тенкĕлĕх ĕç тунă.
Хальхи вăхăтра пирĕн предприяти 32 котельнăйне пăхса, тĕрĕслесе тăрать. Вĕсенчен промышленноçра усă кураканнисем - 7, пĕчĕк котельнăйсем 25 шутланаççĕ. Ялсенчи 18 пĕчĕк котельнăйсене пурне те тĕрĕслесе тухнă. Çак ĕçре М.Иванов, А.Владимиров, В.Харитонов, М.Васильев слесарьсем, Н.Егоров мастер пысăк тăрăшулăх кăтартнине палăртмалла.
Котельнăйсенче вăй хуракан 52 çынна аттестациленĕ. Районти предприятисемпе организацисене, шкулсене 2010-2011 çулсенче ăшăпа тивĕçтерессипе ятарласа ирĕк илнĕ. Тепĕр майлă каласан эпир хутса ăшăтмалли сезона хатĕр.
- Хутса ăшăтмалли сезон хăçан пуçланĕ?
- Кăçалхи октябрĕн 5-мĕшĕнче районти предприятисемпе организацисене, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, хваттерсене ăшă пама тытăнăпăр. Хальхи вăхăтра ăшă паракан пăрăхсене пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ.
- Кашни предприятинчех йывăрлăхсем килсе тухаççĕ. Эсир вĕсене мĕнлерех çĕнтерсе пыратăр?
- Хальхи вăхăтра чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - хваттер хуçисем коммуналлă пулăшушăн вăхăтра тÿлеменни. Çак парăм кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2 миллион та 700 пин тенкĕпе танлашать. Ку вара пирĕн ĕçре питĕ пысăк чăрмав кÿрет. Асăннă укçа-тенкĕпе эпир чылай ĕçсем туса ирттерме пултарнă. Ăшă паракан пăрăхсем кивелсе пыраççĕ, вĕсене çĕнетмелле. Çавăн пекех ăшă пыракан трасса та 65 процент чухлĕ кивелнĕ. Вĕсене ăшă тытакан материалсемпе чĕркемелле тата ытти те. Хальхи вăхăтра 303 хваттер хуçи коммуналлă пулăшушăн 2 пин тенкĕрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран парăмлă. Вĕсем пирки Вăрмар район судне тавĕç тăрататпăр. Çавăнпа та коммуналлă пулăшушăн тÿлемен хваттер хуçисене парăмсене вăхăтра татма ыйтатпăр. Хутса ăшăтмалли сезона тивĕçлĕ хатĕрленес тĕллевпе кăçал эпир 2 миллион та 500 пин тенкĕ кредит илтĕмĕр. Çак укçа-тенкĕпе чылай юсав ĕçĕсем пурнăçларăмăр, çут çанталăк газĕшĕн пулнă парăма тÿлесе татрăмăр. Хальхи вăхăтра ăшă пыракан пăрăхсене ăшă тытакан материалсемпе чĕркессипе ĕçлетпĕр.