Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Лайăххи хушăнсах пытăр

Депутатсене мĕн ĕлĕкренех халăх тарçисем тенĕ. Вĕсене халăх суйлать, апла пулсан депутатсенех халăхăн кулленхи ыйтăвĕсене, ыратăвĕсене татса памалла. Çак тĕллевпе килнĕ те ĕнтĕ пирĕн района Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.М.Бударин.

Çак кун район администрацийĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ЧР Президенчĕн «Чăваш республикинчи çамрăк граждансене патшалăх енчен пулăшассине вăйлатасси» Указĕпе килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр туянма е хăпартса лартма социаллă тÿлев илме свидетельствăсем пама палăртнă. Çак чаплă лару-тăрăва, хăйĕн ĕçне тытăниччен, летчик-космонавт, Совет Союзĕн Геройĕ Н.Бударин та хутшăннă. Çак сумлă свидетельствăна Вăрмар поселокĕнче пурăнакан О.Васильевапа Н.Кируш тивĕçрĕç. Районта тепĕр икĕ çемье свидетельствăллă пулчĕç.

«Нумай çамрăк çынсене çак свидетельствăсене паратпăр. Эсир вара чи телейлисем пултăр. Район территорийĕнче тĕпленсе пурăнăр, ача-пăчаллă пулса демографи ыйтăвĕсене татса пама ăнăçлă хутшăнма ырлăх-сывлăх, телей сунатăп. Ачăрсене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме, çемьере килĕшÿпе телей, юрату пултăр. Пирĕн, пурте пĕрле кар тăрса ыррипе лайăххине пурнăçа кĕртсе пымалла», - терĕ Константин Владимирович çамрăксене свидетельствăсем парса.

Унтан Н.Бударин районта пурăнакан граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Вĕсенчен ытларахăшĕ пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама тесе пулăшу ыйтма килни палăрчĕ.

Депутатăн граждансемпе тĕл пулма палăртнă вăхăчĕ иртсен, ĕçлĕ ушкăн район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пынипе «Зоренька» ача-пăча садикне, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикине çитсе курнă, вĕсен ĕç-хĕлĕпе кăсăкланнă, кирлĕ сĕнÿсем панă.



01 октября 2010
00:00
Поделиться