Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мускаври ăмăртура

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Королев хулинче чупма юратакансем хушшинче Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Тĕрлĕ çĕртен (çав шутран СНГран та) икĕ пине яхăн çын пуçтарăннă. Пур ÿсĕмрисем те 10, 20 тата 42 çухрăма стартран пĕр харăс тапранса кайса тупăшрăмăр. Эпĕ 10 çухрăма, Кивĕ Вăрмарта пурăнакан 71 çулхи К.Иванов 42 çухрăма çырăнтăмăр. Ăмăрту питĕ çивĕч тапхăрпа иртрĕ. Ветерансене 5 çулпа уйăрса протоколсене çирĕплетнĕ хыççăн çакăн пек результатсем: манăн 49 минут та 54 çеккунт, 70-75 çулхи 16 çын хушшинче 4-мĕш вырăн. К.Ивановăн - 6 сехет те 15 минут, çав çулхисем хушшинчех 8 çынран 6-мĕш вырăн. Раççей шучĕпе ку лайăх вырăнсем. Тĕрлĕ ÿсĕмри тата 3 чăваш хамăр республикăран 42 çухрăм чупрĕç. Вĕсем: А.Котов (Çĕмĕрле), 70 çулта, В.Дюкин (Канаш), 52 çулта, В.Шашкаров (халĕ Сергачра пурăнать), 45 çулта. Çакна каласа хăвармалла. Пирĕн районта пурăннă, пурăнакан 70 çултан иртнĕ çынсенчен марафон чупса тухнă пĕрремĕш çын пулса тăчĕ К.Иванов. Виçĕ эрне каялла вăлах çурма марафон чупса тухнăччĕ. Ун чухне 21 çухрăма 2 сехет те 20 минутра тухса çак çулхисем хушшинче каллех районта пĕрремĕш çын пулнăччĕ. Эпĕ 68 çулти çын, икĕ çул каялла Чулхулара çурма марафона 1 сехет те 41 минутра чупса тухнăччĕ.

Пирĕн республикăри 70 çултан иртнĕ арçынсем хушшинче марафон чупса тухнă виççĕмĕш çын пулса тăчĕ К.Иванов. Унсăр пуçне тата А.Захаров (Шупашкар), А.Котов (Çĕмĕрле) чупса тухнă. Çĕмĕрле çынни хăй ĕмĕрĕнче марафонсенче 40 çул ытла чупнă. Раççейĕпе халĕ 70 çултан иртнĕ марафонецсем 50 çынна яхăн, 80 çултан иртнисем 10-12 çын, хĕрарăмсем хушшинче 70 çултан иртнисем пирĕн республикăра çук, Раççейре 10-11 çын, 80 çултан иртнисем 1 çын, вăл та Çĕрпÿ хулинче çуралнă халĕ Мускав облаçĕнче пурăнакан 83 çулхи Р.Никитина. Унпа яланах тĕрлĕ ăмăртусенче курса калаçатпăр. Халĕ те Королевра курнăçса нумай калаçрăмăр. Унта чи ватă ветеран Мурманск хулинчен пынă 93 çулхи М.Беседин пулчĕ. Вăл 10 çухрăм чупса тухрĕ. Унпа та чылай калаçрăмăр, асăнмалăх сăн ÿкерчĕк çаптартăмăр. Вăл питĕ калаçма, шÿтлеме юратать, хăйĕн килти адресне те çырса пачĕ.

Çапла тĕрлĕ ăмăртусене çÿресе темĕн тĕрлĕ тĕлĕнмелле çынсемпе те паллашатпăр. Спорт пире сывлăха çирĕплетме пулăшать, пурнăçа илемлетет.



01 октября 2010
00:00
Поделиться