Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Наци кросĕ

Наци кросĕ сентябрĕн 26-мĕшĕнче пур субъектпа регионра та палăртнă пĕр вăхăтра пуçланнă. «Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ - Нацисен кросĕн» Шупашкарти ăмăртăвне хатĕрленсе ирттерессипе ĕçлекен республикăри йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев уçнă. «Ку - республика пурнăçа кĕрекен патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри, - тенĕ Президент. - «Нацисен кросĕ», «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» йышши мероприятисем сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче анлăрах сараççĕ, çыннăн хастарлăхне ÿстереççĕ. Кунсăр пуçне кашни çынра патриот туйăмне вăратаççĕ, сывă ÿт-пÿре сывă ăс-тăн пулнине çирĕплетеççĕ». Чупу кунне хутшăннисем 4, 6, 8 тата 12 километрлă дистанцисенче тупăшнă. Вăрмарсем те çитĕмлĕ курăну тунă: райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - юрист, организаципе контроль пайĕн начальникĕ Н.Павлов VIP ушкăнра 2014 метра чупса 2-мĕш вырăна тухнă, С.Антонов (Вăрмар поселокĕ) 12 пин метрлă дистанцире (1990 çулта çуралнисем хушшинче) 3-мĕш пулнă, К.Ерастова (Энĕшпуç), 6000 метр, 1991 çулта çуралнисенчен 3-мĕш, Д.Смирнов (Пысăк Енккасси) 10000 метра чупса 2-мĕш вырăн йышăннă.



01 октября 2010
00:00
Поделиться