Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăçра та юрăри пек

Пĕр кун та юрă-кĕвĕсĕр иртмест унăн. Кашни сехечĕ-минучĕ шутра. Пĕтĕм пурнăçне музыкăпа çыхăнтарнă тейĕн Татьяна Германовна Гаврилова. Регионсем хушшинче, республика, район шайĕнче иртекен конкурссене активлă хутшăнать пултаруллă хĕрарăм.

Сасси те илемлĕ унăн, юрлама-ташлама ăста. 1989 çултанпа Вăрмарти ÿнер шкулĕнче ачасене юрă-кĕвĕ вăрттăнлăхне вĕрентет, çавăн пекех пĕлтĕртенпе Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта музыка преподавателĕ пулса тăрăшать. Кашни çулах «Романтика» ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьте ĕçлет. Акă август уйăхĕнче республика шайĕнче иртнĕ «Çамрăксен канăвне йĕркелес тата сывлăхне çирĕплетес ĕçре тăрăшакан специалист» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă Татьяна Германовна. Çапла. Юлашки 3 çулхи çитĕнĕвĕсем 20-рен ытла унăн. Ку вăл дипломсем, Тав хучĕсем, парнесем. Ÿнер шкулĕнче вăл ачасене аккордионпа калама вĕрентет, хор ушкăнĕсене ертсе пырать. Кăçал республикăра иртнĕ «Вокаллă юрăсем», «Пирĕн асрах», «Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 юрри» конкурссенче çĕнтернĕ. Çавăн пекех Татьяна Мăнçырмари Тихвински Турамăш чиркĕвĕнче те тĕн юррисене юрлать. «Савăнăç» ушкăнра вăл халăха эстрада юррисемпе савăнтарать. Ÿнер шкулĕнче ача-пăча кĕввисене калать. Кунти преподавательсен вокаллă ансамблĕн активлă участникĕ те вăл. Культура çуртĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятисене ертсе пырать. Çывăх вăхăтри планĕсем те пысăк-ха Т.Гаврилован. Халĕ «Амăшĕн кунĕ» тĕлне концерта хатĕрлет вăл ачасене. Кашни çулах ача садĕнче хор ушкăнĕпе концерт лартса параççĕ.



01 октября 2010
00:00
Поделиться