Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çÿле çут ĕмĕтлисем çĕкленеççĕ

Вĕрентекен кунне кашни шкултах кăçал анлăн паллă турĕç. Сăлтавĕ те пысăк: 2010 çул - Вĕрентекен çулталăкĕ. Çак сăмахсенчен пуçларĕ те асăннă кун райадминистрацин ларусен залне чи пултаруллă педагогсене чыслас тĕллевпе ирттернĕ тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин. Мероприятие ирĕклĕ, хальхи пек каласан «галстуксăр» ирттерес тенине пухăннисенчен кашниех кăмăллă йышăнчĕ.

Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕсĕр пуçне унăн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «АККОНД» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ В.Иванов хутшăнчĕç.

- Кăçал пирĕн педагогсем хăйсем Раççей, республика шайĕпе ĕçлеме пĕлнине нихçанхинчен те ăнăçлă кăтартса пачĕç, - терĕ Константин Владимирович. - Хăйсем те вĕрентÿ ĕçĕсĕр пуçне тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, вĕсен вĕренекенĕсем вара çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Çакă пĕтĕмпех ĕçе парăннă педагогсенчен килет.

Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче палăрнă учительсене 10 пин тенкĕ илмелли свидетельство пачĕ. РФ Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотипе вĕрентекенсене наградăласси çинчен ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев пĕлтерчĕ. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕсене те палăртрĕç. Кунта пухăннисене кĕтмен çĕртен тенĕ пек ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов хăй ертсе пыракан «АККОНД» АУОн тавар туянма паракан дисконтлă картине пачĕ, çĕршыври чи паллă предприятисенчен пĕрне ачасене экскурсисене илсе çÿреме ирĕк пуррине пĕлтерчĕ.

Тĕл пулу вĕрентекенсем район администрацийĕнчи яваплă çыннисемпе кулленхи тата малашлăхри ыйтусене сÿтсе явнипе вĕçленчĕ.



08 октября 2010
00:00
Поделиться